Воскресенье, 28 апреля

Анне пурри телей

Анне пурри телей

Кил-çурт ăшшине упраса пурăнни, пире, çунат сарса тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕ тĕпренчĕкĕсене, кăмăллăн кĕтсе илсе ăшшăн калаçни мĕн тери паха», — теççĕ Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан А.И.Григорьеван ачисем амăшĕ пирки чĕререн тав сăмахĕ каласа.

Александра Ивановна Хирти Мăнтăр хĕрех пулнă. Нумай ачаллă çемьере ӳснĕскерĕн нуши-тертне аванах астивсе пăхма тивнĕ. çичĕ  ачаран асли пулнă май, кил-çуртри йывăртарах ĕçсем те ун çине тиеннĕ, кĕçĕнреххисене те пăхма тивнĕ. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ май мĕн пĕчĕкренех пур енĕпе те аслисене пулăшмалла пулнă. Çак вăхăтра пултаруллă пулнăшăн ăна «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. çамрăкăн питĕ малалла вĕренес килнĕ. Çак тĕллевпе ялти 7 класлă шкула пĕтерсен Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Анчах та çемьери йывăрлăхсене пула унăн виçĕ уйăхран яла таврăнма тивнĕĕ 15 çулхи хĕр колхозра ĕçлеме пуçланă. Нумай çул вăл «Знамя» хуçалăхăн пахча çимĕç бригадинче тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн нумай наградăсене тивĕçнĕ.

Пĕр ялти Василий Германович Григорьевпа çемье çавăрнăĕ Вĕсем пилĕк хĕрпе пĕр ывăл   пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аттепе анне колхоз ĕçне те ĕлкĕрнĕ, ачисене ура çине тăратас тесе те çине тăнă. Шел, 9 çул каялла Александра Ивановнăн мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Халĕ ватă килĕнче пĕчченех кăштăртатса пурăнать. Ачисем, мăнукĕсемпе мăн мăнукĕсем килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Тĕпренчĕкĕсем пурнăçра пурте хăйсен вырăнне тупнă. Ашшĕ-амăшĕ 5 хĕрне тата ывăлне аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Халĕ ачисем тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ, час-часах тăван килте пулма тăрăшаççĕ. Юрий, токарь профессине алла илнĕскер, Саранск хулинче пурăнать. Раиса мĕн тивĕçлĕ канăва  кайичченех Шупашкарти пĕр шкулта вĕрентекенре тăрăшнă. Фаина та тĕп хуламăрта пурăнать, медестрара чылай çул ĕçленĕ. Зинаида — педагог, Лизăпа Марина — бухгалтерсем.

«Анне аннех, паян та вăл пире хавхалантарса пырать. Кирлĕ чухне унран сĕнӳ-канашсем те ыйтатпăр. Ватă пулсан та пушă ларма юратсах каймасть. Эпир унпа мухтанатпăр, вăл пурăннишĕн чунтан савăнатпăр. Анне пурри пысăк телей», —кăмăлтан калаççĕ ун пирки тĕпренчĕкĕсем. Унăн 12 мăнук, мăн мăнукĕсем саккăрăн. Вĕсемшĕн чунтанах хĕпĕртет Александра Ивановна.

Çак кунсенче А.И.Григорьева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Малашне те вăл сывлăхлă пултăр, ачисен, мăнукĕсен пархатарне курса нумай çул пурăнтăр.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *