Воскресенье, 28 апреля

Сăнӳкерчĕксенче — ял историйĕ

Сăнӳкерчĕксенче — ял историйĕ

Август уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш художество музейĕнче кĕнеке презентацийĕнче пултăм. Пухăннисем, вĕсен хушшинчи кивĕ Шупашкара лайăх пĕлекенсем альбом-кĕнекене пысăк хак пачĕç.

Эпĕ вара презентаци сайчĕсене пăхнă, авторсене итленĕ хыççăн шухăша кайрăм. Манăн та тăван Комсомольски ялĕ çинчен çакăн пек кĕнеке кăларас тĕллев  çуралчĕ. Шухăшĕ ку ăнсăртран килмен-ха, 2021 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче социаллă сетьсенче пирĕн «село Комсомольское 1565» ушкăнра эпĕ çак ыйтăва хускатнăччĕ. «Паянхи куна пирĕн ялăн мĕнле чи кивĕ сăнӳкерчĕкĕ паллă? Миçемĕш çулхи вăл?» — тесе ыйтнăччĕ. Унтан темиçе кивĕ сăнӳкерчĕк Интернета кăларса хутăм: https://ok.ru/selokomsom/topic/153101009715320. çавăнтанпа эпĕ хамăн пĕчĕк тăван çĕршывăн кивĕ сăнӳкерчĕкĕсене шыратăп. Чăваш Ен патшалăх архивĕнче пулнă май хамăр районпа çыхăннă сăнӳкерчĕксене пăхса тухма тата тупса палăртма вăхăт тупатăп. Анчах та унта ытларах районти паллă çынсен сăнĕсене çеç тĕл пулатăп,  район центрĕнчи урамсемпе çуртсене ӳкернисем сахал. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче «çĕр тата çынсем» халăх музейĕн фончĕн пĕр пайне пăхса тухса ял сăн-сăпатне кăтартакан темиçе сăнӳкерчĕк тупрăм. Вĕсенчен виççĕшĕпе паллашар-ха.

Пĕрремĕш сăнӳкерчĕкре йывăç çурта куратăр, унта «Кĕнекесем» тата «Хуçалăх таварĕсем» магазинсем пулнă. Халĕ вара вăл вырăнта налук инспекцийĕн çурчĕ ларать.

Иккĕмĕш сăнӳкерчĕре Завод урамне, Комсомольскинчен тухса каякан вырăна куратпăр. Ăна 1970 çулсенче сăра тата тутлă шывсем кăларакан завод территорийĕнчен ӳкерме пултарнă. Сылтăмра — аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсем валли тунă çуртсем, малти планра барак пур, унăн çивиттийĕ юсавсăр, ăна пăсас умĕн ӳкернĕ пулĕ.  Хыçалти план çинче «Çĕрпӳ — Ульяновск» автоçул, сулахайра электроподстанци çурчĕ курăнать.

Виççĕмĕш панорамăллă сăнӳкерчĕкре — «Сельхозтехника» территорийĕнчи нумай хутлă çуртсем. Хăçан ӳкерни паллă мар.

Мĕн пуçтарнипе, тупнипе эпĕ лăпланса лармастăп. Малалла та шырав ĕçне тăсатăп. Ку тĕлĕшпе район çыннисем мана пулăшасса шанатăп. Айтăр-ха, пурте пĕрле тăрăшса районăн историне çитес ăру валли сыхласа хăварар. Ăна кивĕ сăнӳкерчĕксем урлă каласа парар. Ватти-вĕтти килти альбомсене пăхса тухса ĕлĕк район центрĕнче вырнаçнă çуртсен, урамсен, хуралтăсен тата ытти вырăнсен сăнӳкерчĕкĕсене тупар. Ушкăнпа вăй хурса кĕнеке-альбом кăларма материалсем хатĕрлесе çитерер.

Манпа çыхăнмалли номер 8-902-661-60-77 (WhatsApp, Viber, Telegram), электронлă почта bahmatov@mailĕru социаллă сетьсенче профильсем — https://vk.com/id3314867, https://ok.ru/profile/433587576.                             

                          В.Бахматов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *