Воскресенье, 28 апреля

Туслăн пĕрле тăрăшсан пĕве те типмĕ нихăçан

Туслăн пĕрле тăрăшсан пĕве те типмĕ нихăçан

Мĕн авалтан çынсем юхан шывсен хĕрринче вырнаçма тăрăшнă, пĕрин хыççăн тепри çурт лартса ялсем пуçарса янă. Шывсăр пурăнма, выльăх-чĕрлĕх усрама, пахча çимĕç çитĕнтерме май çуккине кура çакăн пек вырăнсене суйланă. Пурăна-киле юхан шывсене пĕвеленĕ, çакă шывпа тата та анлăнрах усă курма май панă.

Иртнĕ ĕмĕрте, колхозсем вăйлă аталаннă вăхăтра, районти чылай ялта çĕнĕ пĕвесем ăсталанă. Хирти Мăнтăр ялĕнче те «Знамя» колхозăн пахча çимĕç çитĕнтерекен бригадин бригадирĕ Василий Давыдович Давыдов ертсе пынипе Çирĕклĕ юхан шывне пĕвеленĕ. Колхоз пахча çимĕç çитĕнтерес енĕпе чаплă кăтартусем туса районта çеç мар, республикăра та палăрса тăнă. Пĕве шăпах хăяр, купăста тата ытти пахча çимĕç анисене шăварма кирлĕ пулнă.

Давыдов пĕви нумай çул иртсен те ял халăхне илĕртекен вырăн пулса юлнă. Çуллахи вăхăтра ун хĕрринче яланах   шывра чăмпăлтатакан ачасен хаваслă сассисем илтĕнсе тăратчĕç, ирпе ирех тата каçсерен пулă тытма юратакансем çыран хĕрринче унта та кунта курăнатчĕç. Анчах та икĕ çул каялла пĕвери шыв кивелнĕ шахтăна çĕмĕрсе йăлтах юхса кайрĕ _ ял çыннисем юратнă кану вырăнĕсĕр тăрса юлчĕç. Çакăнтан чылай малтан Хирти Мăнтăрпа Турхан ялĕсем хушшинче вырнаçнă тепĕр пĕве татса кайнăччĕ. Çавăнпа та Давыдов пĕви те юхса кайни ял çыннисене питĕ кулянтарчĕ.

— Пĕвене, эпĕ ас тăвасса, 1978 çулта пĕвеленĕ. Унăн икĕ айккипе хăва ӳсетчĕ, шывĕ тăп-тăрăччĕ, тĕпĕ курăнатчĕ. Кайран вăл майĕпен юшкăнланчĕ, апла пулин те çуллахи вăхăтра пĕве патĕнчен халăх татăлма та пĕлместчĕ. Шыв шахтăна çĕмĕрсе юхса кайсанах хамăр ял çамрăкĕ Женя Кондратьев пĕрле пуçтарăнса ăна юсама сĕнчĕ. Ун чухне ĕçе пикенме май пулмарĕ. Кăçал Троица уявне çамрăксем яла пуçтарăнсан вара пуçаруллă ушкăн йĕркеленчĕ, вăраха ямасăр юсав ĕçне пуçларăмăр, — каласа парать Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ӳссе кунтах тĕпленнĕ, ял илемĕшĕн чунтан пăшăрханакан Герман Крылов.

Ялта пурăнакансем тата кунтан тухса тĕрлĕ çĕре саланнă çамрăксем Давыдов пĕвине çĕнĕрен чĕртес тĕллевпе укçа пуçтарма пикеннĕ. 100 çынна яхăн çак пархатарлă ĕçе хутшăнса юсав валли кирлĕ укçа-тенке кĕске хушăрах пуçтарма пултарнă. Пĕччен суран — типсех пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать, тенĕ чăвашсем. Хирти Мăнтăрсем пĕрле пуçтарăнса çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Ял çыннин çуллахи вăхăтра ĕçĕ нумай.  Апла пулин те, тăван ялти пĕвене иккĕмĕш пурнăç парнелес тесе тăрăшакансем нимелле ĕçлесе юсав ĕçĕсене пурнăçлама вăхăт тупнă-тупнах. Чи малтанах вĕсем пĕвен шахти патне пыма чăрмантаракан йывăçсене касса тирпейленĕ, ӳссе кайнă курăка çулнă, унтан шахтăна, пăрăхсене юшкăнран тасатнă, юсаса çĕнĕрен бетонланă. 

Ĕç майне пĕлсе, кашни утăма йĕркелесе, ертсе пыраканĕ — Анатолий Кондратьев. Чи хастаррисен йышĕнче — Герман Крылов, Вадим Ерезеев, Роман Ерезеев, Евгений Кондратьев. Çавăн пекех Валентин Воронцов, Сергей Воронцов, Сергей Хораськин, Дмитрий Хораськин, Василий Никифоров, Дмитрий Медведев, Максим Медведев, Николай Воронцов, Владимир Можаев, Максим Сиводед, Владимир Васильев, Александр Гаврилов, Дмитрий Тимофеев, Владимир Степанов, Николай Смирнов, Николай Данилов, Василий Васильев тата ыттисем те ĕçе хаваспах хутшăннă. Лев Крыловпа Максим Самарин шкул ачисене уйрăммăн палăртса хăварас килет. Ачаран ĕç тĕлне пĕлсе çитĕнекенсем кашни кунах пĕве хĕрне çитĕннисене пулăшма     васканă. Галина Сиводед тата Роман Ерезеев ĕçлекенсене тутлă апатпа сăйланă.

— Ĕç пурте килĕштерсе вăй хурсан çеç кал-кал пырать. Укçа-тенкĕпе, техникăпа, кирлĕ инструментсемпе пулăшакансем чылайăн пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхне Альберт Кузьмина, «Турхан» ЯХПК председательне Николай Михайлова, кӳршĕ ялта пурăнакан Григорий Прокопьева, Александр Васильева тата çак пархатарлă ĕçрен айккинче тăрса юлман кашни çынна чĕререн тав тăватпăр, — палăртаççĕ хастарсем.

Хирти Мăнтăр ялĕнчи чи аслă арçынсенчен пĕри Василий Краснов та ялта çакăн пек пуçаруллă, ĕçрен хăраман, ĕçе майне пĕлсе пурнăçлакан çынсем пурришĕн савăннине пытармарĕ%

— Çамрăксем пуçтарăнса, тăрăшса питĕ лайăх туса пачĕç. Эпĕ чăнах та тĕлĕнсе кайрăм. Кун пек пулать тесе шутламанччĕ. Хăйсем пуçарса питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Маттурсем! Тавтапуç, — терĕ вăл çак ĕçпе кăмăллă пулнине палăртса.

Çывăх вăхăтра ял çыннисем пуçтарăнса пĕве таврашне çӳп-çапран тасатасшăн, тирпей-илем кĕртесшĕн. Шыв тулсан вара пĕвене пулăсем ярасшăн. Пĕрлĕхре вăй тени Хирти Мăнтăрта пурăнакан тата çак ялтан тухнă çынсемшĕн ахаль сăмахсем çеç мар пулни куçкĕрет. Çакăн пек пĕрле пуçтарăнса тăрăшсан темĕнле пысăк ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Малашне те çак туслăха упрар, пулăшу кирлĕ чухне пĕр-пĕрне алă пама хатĕр пулар.

Н.Калашникова.  

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *