Понедельник, 29 апреля

Йĕпе çанталăк чăрмав кӳрет

Йĕпе çанталăк чăрмав кӳрет

Çумăр çуса тăни районти ял хуçалăх предприятийĕсене уй-хир ĕçĕсене тума чăрмав кӳрет. Хуçалăхсем кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ пулин те, пуçтарса илмелли пур-ха.
Октябрĕн 3-мĕшĕ  тĕлне 831 гектар çинчен куккурус 110 гектар çинчен рапс пуçтарса илнĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Районĕпе 382 гектар  çĕрулми кăларнă. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 320 центнерпа танлашать. «Комсомольские овощи» агрофирмăра 4 гектар кишĕр кăларнă.
1945 гектар кĕрхи тулă, 591 гектар ыраш акнă. Пĕтĕмпе 3739 гектар çĕртме тунă.
Çанталăкăн кашни лайăх кунĕпе туллин усă курмалла.
Р.Басников.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *