Суббота, 27 апреля

Ĕçре тупнă чыспа хисеп

Ĕçре тупнă чыспа хисеп

Александра Васильевна Лебедева Йăлмахвари Ольгăпа Василий Смирновсен çемйинче 1933 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ, Василий, таврари паллă çĕвĕç пулнă, çавăнпа та ял-йыш вĕсен çемйине хисеплесе «çĕвĕçсем» тенĕ. Ĕлĕкхи чаплă çĕвĕ машини «Singer» паянхи кун та упранать.

Александра Васильевнăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи вăхăта лекнĕ. Çав çулсем никамшăн та çăмăл пулман, сахал мар хура-шур курма, пурнăç тути-масине чĕре витĕр кăларма тивнĕ. Ялта ӳснĕ мĕн пур ача пекех, Александра пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă, шкула та çӳренĕ, пушă вăхăтра аслисене пур çĕрте те пулăшнă.

Ачалăх çил çунатлă урхамах пекех хăвăрт тăпăртатса иртет çав, темле пулсан та вăхăт таппине чарма çук. Хĕр çулне çитсен ĕçчен те сăпайлă пикене ял каччи Геннадий Степанович Лебедев куç хывнă. Геннадий Балти тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче Эстони çывăхĕнчи тинĕсре нимĕçсем нумай мина пăрахса хăварнă. Хăюллă моряк Г.Лебедев минăсене сиенсĕрлетнĕ  çĕре хутшăннă. Çак паттăрла ĕçшĕн вăл «Ветеран боевых действий» пулса яла таврăннă.

Часах ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Лебедевсен çемйинче йыш ӳссех пынă, пĕр-пĕрне савакан мăшăр пилĕк ачана _ тăватă ывăлпа пĕр хĕре — кун çути парнеленĕ. Тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратиччен сахал мар вăй хунă Геннадий Степановичпа Александра Васильевна. Паллах, кашни ачин пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн те чун-чĕререн хĕпĕртенĕ, хавхалантарса пынă ашшĕпе амăшĕ. Пурне те çитĕнтерсе мăшăр çунат парсан килтен е вĕренме, е ĕçлеме ăсатнă. Сăмах май, Геннадипе Александрăн ачисем пурте аслă   пĕлӳ илнĕ. Унсăр пуçне вĕсем Ирина мăнукне те пăхса ӳстерсе аслă пĕлӳ илме пулăшнă.

Хăйсен ĕçлĕ пурнăçне Лебедевсем «Знамя» хуçалăхпа çыхăнтарнă. Геннадий Степановичăн та пурнăçĕ çăмăлах килмен. 1933 çулта çуралнăскерĕн вăрçа тата вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене тӳсме тивнĕ. Йăлмахва хирне мĕнле майпа кăна кăпкалатман-ши% кĕреçепе чавса, вăкăрпа, лашапа сухаласа… Кайран  колхозра трактористра ĕçленĕ чухне тракторпа сухаланă. Вăхăт иртнĕçемĕн тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, каçхи хуралçă та пулнă.

Александра Васильевна нумай çул хушши сысна ферминче тăрăшнă. Шанса панă ĕçрен нихăçан та пăрăнман, ăна яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Ферма уншăн иккĕмĕш килĕ пулса тăнă. Сыснасем çăвăрланă вăхăтра кунĕн-çĕрĕн сыхласа ларни те пулнă,   çурасем лайăх ӳсчĕр тесе тăрăшнă. Хăйĕн ĕçĕнче пысăк яваплăх пулнине пĕр самантлăха та манман, ĕçĕн кăткăслăхне те пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă.

Тăрăшса ĕçленине кура А.В.Лебедева республикăри ял хуçалăх выставкине кайма тивĕçлĕ пулнă (1956 ç.). ВЛКСМ обкомĕ ăна Хисеп грамотипе чысланă. 1957 çулта ВДНХ медальне, 1975 çулта «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» паллăна, «Районти чи лайăх сысна пăхакан» ята илме пултарнă Санькка аппа. Унсăр пуçне унăн район, колхоз правленийĕ панă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те пур.  Комсомольски районĕн энциклопедине те кĕме тивĕç пулнă вăл.

«Ĕçчен çынна ял савать», — тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкрен. Çак сăмахсем вара шăпах Александра Васильевна пирки. Шел пулин те, 2022 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче вăл пурнăçран уйрăлса кайнă. Апла пулин те ял халăхĕ ăна ырăпа кăна аса         илет.

Ял çинче чыс-хисеп çĕнсе илме çăмăл мар. Лебедевсем вара ăна ĕçпе тата çитĕнӳпе тивĕçнĕ.

          П.ЗАЙЦЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *