Суббота, 27 апреля

Учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм

Учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм

Çĕр тĕрлĕ професси уявĕсем хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни — Вĕрентекен кунĕ.  Эпир хамăр ĕçпе,  профессипе кам пулар — пурте камăн та пулин вĕренекенĕ пулнă.  Çавăнпа та педагог профессине суйланă çынсен ĕç-хĕлне хамăра май хаклама пултаратпăр.

Хальхинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне çитсен тӳрех кĕçĕн классене  вĕрентекен Любовь Валентиновна Алексеевăпа  тĕл пултăмăр.  Тăваттăмĕш класра хĕрсех урок пырать.  Любовь Валентиновна  ачасене вырăс чĕлхи предмечĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать: правилăсене ăнлантарать, килти ĕçе тишкерет, вĕренекенсене ыйтусем парать. Ачасем маттур, пĕрин хыççăн тепри  алă çĕклесе  хуравлаççĕ.  Унтан вĕрентекен мĕн каласса тимлесе итлеççĕ.

Тăваттăмĕшсем учителе куçран пăхса, çăвар карса тăнлаççĕ, хушăран кăна мĕн кăсăклантарнине ыйтса пĕлеççĕ.  Педагогăн çепĕç калаçăвĕ чуна ăшăтать,  ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетекен «чĕрĕ урок» кăмăла кайни куçкĕрет.  Любовь Валентиновна кашни урока интереслĕ, хăйне евĕр йĕркелет. Класра ларакан ачасемшĕн вăл кăсăклă пултăр тесе нумай тăрăшать педагог. Çавна май çĕнĕ йышши технологисемпе те сахал мар усă курать, хăйĕн ăсталăхне те час-часах ӳстерет.  

Любовь Валентиновна вĕренекенĕсем районти, республикăри, Раççейри тĕрлĕ олимпиадăна, конкурса,  конкурс-вăййа, пултарулăх конкурсне хутшăнаççĕ. Нумайăшĕ çĕнтерӳçĕ тата лауреат ята çĕнсе илнĕ. Çитĕнӳсем  педагог ăсталăхĕнчен килеççĕ.   Вăл ачасене тарăн пĕлӳ парать, мĕн пĕчĕкрен ăсталăха хăнăхтарать.

Аслă категориллĕ педагог, 34 çул вĕрентекенре тăрăшаканскер, хăйĕн ĕçри опытне   ӳстерес тата унпа ыттисене паллаштарас тесе те сахал мар ĕç пурнăçлать. Вăл çулсеренех  республикăри канашлусене, дистанци тата пултарулăх  конкурсĕсене хутшăнать, ăсталăхпа паллаштарать, хăй те ыттисенчен çĕннине нумай вĕренет. Сăмахран,  вĕрентекен Пĕтĕм Раççейри  «Чи лайăх урок» конкурс çĕнтерӳçи те пулнă.  Унăн  методика хатĕрлевĕсене Пĕтĕм Раççейри  учительсен пĕрлешĕвĕнче пичетленĕ.  Вăл пуçарнипе вĕренекенсем «Раççейри симĕс шкулсем» программăна хутшăнса  Дипломсене тивĕçнĕ. Педагогпа ачасен çитĕнĕвĕсене çырса та пĕтереймĕн, вĕсем питĕ нумай.      

Любовь Валентиновна  вĕрентекенĕн хисеплĕ те сăваплă,  çав вăхăтрах яваплă ĕçне чунтан пурнăçланипе кăна палăрмасть, пушă вăхăтра кĕнеке вулать,  компьютерти çĕнĕлĕхсене алла илет. 

— Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм. Чуна çывăх ку маншăн, — вĕçлерĕ калаçăва ачасен юратнă вĕрентекенĕ — ял çинче ят-сума тивĕçнĕ Любовь Алексеева.

А.Ефремова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *