Воскресенье, 26 мая

Библиотека хăтлăланĕ, анлă çулпа утĕ

Библиотека хăтлăланĕ, анлă çулпа утĕ

Раççей Федерацийĕн Культура министерстви 2023 çулта «Культура» наци проекчĕ шучĕпе библиотекăсене модернизацилес енĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çак тĕллевпе федераллă бюджетран 1 миллиард та 530 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

Конкурс çĕнтерӳçисен йышĕнче пирĕн районти «Централизациленĕ библиотека системи» муниципаллă бюджет учрежденийĕ пурри савăнтарать. Вĕсем федераци бюджечĕ уйăракан 10 миллион тенке тивĕçнĕ. Библиотекăна модернизацилени  ăна малашне аталанма анлă çулсем уçса парать.

«Культура» наци проекчĕпе районти тĕп библиотека этнобиблиотека пулса тăмалла. Çакă ку тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрне нацисем хушшинче мероприятисем ирттерни, калаçусем йĕркелени урлă таччăнрах пĕр-пĕрин культурипе çывăхланма, тĕплĕнрех паллашма май памалла. Чи малтанах библиотека анлăшне уççăнрах, хăтлăрах, çывăхрах тума тăрăшмала. Фонда пуянлатни вулакансене кĕнекесемпе хаçат-журналсем анчах мар, цифра агрегачĕсем, аудиокĕнекесем, Брайль шрифчĕллĕ  кĕнекесем тата ытти те сĕнме май парĕ.

Техника паркĕ, сĕтел-пукан çĕнелмелле, библиотекăна килекенсене вулама, пĕр-пĕр ыйтăва сӳтсе явма, калаçма, фильмсем курма, музыка итлеме хăтлăх туса памалла. Çамрăксен «ИСКра: изучай свой край» зонинче яш-кĕрĕм пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçĕ, тавлашуллă ыйтусене сӳтсе явĕ, юрă-кĕвĕ итлĕ, интеллектуаллă вăйăсем вылĕ… Кунтах волонтерсен пĕрлешĕвĕ те пуçтарăнĕ.

Аслăрах ӳсĕмрисем валли «Традиции живая нить» зона пулĕ. Ял çыннисем ыйтнипе кунта тĕрлĕ темăсемпе мероприятисем йĕркелеме пулать. Çавăн пекех мастер-классем иртĕç.  ӳкерес, ал ĕç тăвас, апат-çимĕç хатĕрлес, шахматла выляс, сад ĕрчетес, чечексем çитĕнтерес тата ытти нумай  енĕпе занятисем пулĕç. Çакăнтах творчествăлла ĕçсен выставкисем те йĕркелеме палăртаççĕ.

Библиотекăра «Радуга культур»  пĕчĕк галерея та ĕçлĕ, унта вырăнти художниксен картинисене вырнаçтарĕç, фотовыставкăсем иртĕç.

— Паянхи библиотека ялта пурăнакансене пахалăхлă информаци илме май паракан, унта килекенсене хăтлăх  кӳрекен вырăн пулмалла, — палăртать тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова.

Г.ЮРЬЕВ.

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *