Суббота, 27 апреля

«Тĕплĕ вĕрентетчĕ, çирĕп ыйтатчĕ», теççĕ вĕренекенĕсем

«Тĕплĕ вĕрентетчĕ, çирĕп ыйтатчĕ», теççĕ вĕренекенĕсем

Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Акчуринсем ĕмĕр тăршшĕпех ачасене пĕлӳ парас ĕçре тăрăшнă. Василий Титович шкул директорĕ те пулнă, физикăпа астрономи предмечĕсене вĕрентнĕ. Валентина Михайловнăна ку ялти шкулта пĕлӳ илнисем ытларах Любимова хушаматпа пĕлеççĕ.

Шăмăршă районĕнчи Энтриял хĕрĕ Валя, пĕрремĕш класра ӳссен кам пулатăн тесе ыйтсан, чĕлхи вĕçне килнĕ сăмаха, «вĕрентекен», тесе персе янă. Пĕчĕкскер ун чухне хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ ачасене пĕлӳ парассипе çыхăнасси пирки шутламан та. Ялти пуçламăш шкулта тăватă çул вĕреннĕ хыççăн малалла Шăмăршăна çӳремелле пулнă. Икĕ çухрăмра вырнаçнăскере ытти ачасемпе пĕрле çуран утнă. Ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи çулсене лекнĕ те тумтир, хут-кăранташ енĕпе йывăр тивнĕ. Анчах та хĕр ачан вĕренес туртăмĕ пысăк пулнă, çемьере те хирĕç пулман. Шкулта вăл пур предметсемпе те аван паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. Çакă ăна 1955 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме май панă. Кунта асăннă предметсемсĕр пуçне черчени çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Ачаранах юрра-кĕвве юратакан В.Любимова пени факультативне те çӳренĕ, сольфеджио курсне пĕтернĕ. Çакă ун малашнехи пурнăçĕнче кирлĕ вырăн йышăннă. Студент пурнăçĕ хаваслă иртнĕ. Чи асра юлни — Алтай крайне çерем çĕрсем уçма кайни. 1957 çулта Шупашкарти студентсен пур ушкăнĕсем те инçе çула тухнă. Чăваш хĕрĕшĕн кунта тĕлĕнмелли чылай пулнă. Студентсем икĕ сменăпа çур çĕрчченех ĕçленĕ пулин те, хаваслă канма та, юрлама-ташлама та вăхăт тупнă. Яланхи пекех чăваш яш-кĕрĕмĕ ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Валентина Михайловна та ытти çамрăксемпе пĕрле «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медале тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне  ăна Алтай комсомол крайкомĕ Хисеп грамотипе те наградăланă.

Алла диплом илсен В.Любимовăна пирĕн районти Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл ачасене математика, черчени предмечĕсемпе пĕлӳ парать.

Çав вăхăтра кунта Аслă Чурачăк ялĕн каччи  В.Акчурин та вĕрентекенре тăрăшнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен икĕ чĕре кĕçех çемье çавăрать. Виçĕ çул кунта тăрăшнă хыççăн  Валентина Михайловнăн малашнехи пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕпе çыхăнать.

30 çул ытла тăрăшать вăл вĕренӳ ĕçĕнче. Миçе ачана алгебра, геометри предмечĕсене алла илме пулăшман-ши вăл çак вăхăтра? «Валентина Михайловна уроксенче çирĕп ыйтатчĕ, тĕплĕ вĕрентетчĕ», — аса илеççĕ халĕ те ун класĕсенче пĕлӳ илнисем. Кашни çулах класс руководителĕ пулнă. Ку шкула таврари темиçе ялтан ачасем вĕренме çӳренĕ те, ăна яланах «б», «в», «г», «д» классене, тăххăр-вуннăмĕшсене ертсе пыма шаннă. Музыка пĕлĕвĕ те пулнă пирки вăл шкулти, ялти пултарулăх коллективĕсене концертсем хатĕрлеме мĕн чухлĕ пулăшман-ши? Вăл вăхăтра кĕркунне, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен отчет-концертсемпе район халăхĕ патне тухнă. Унта хутшăнакан «артистсемпе» тăтăшах репетицисем ирттернĕ. Ĕçпе юрă уявĕсене хатĕрленес ĕçе те тăтăшах хутшăннă.

«Шкултан каçхине 4 сехетрен маларах таврăнни сайра пулнă. Кружоксем, уроксем хыççăнхи занятисем, репетицисем… Апла пулин те килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытма та, пахча çимĕç туса илме те вăхăт тупнă. Халĕ Валентина Михайловна 87 çулта, Василий Титович 90 çула çывхарса пырать пулин те вĕсем хуçалăхра ĕне тытма пăрахман. «Хам  сăваймастăп, кӳршĕсем килсе пулăшаççĕ. Ĕне маншăн çывăх выльăх. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче ăна тытма вăй çитерни пире выçлăхран çăлса хăварнă тесен те юрать. Мĕн пĕчĕкрен ун çывăхĕнче пулнă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтрах ĕне сума вĕреннĕ. Çемьеллĕ пулнăранпах ăна тытатпăр», — тет Валентина Михайловна.

В.Любимовăна 1987 çулта «Аслă учитель» ят панă. Вăл ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, ЧАССР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулнă. Ăна «Донор СССР» паллă парса та чысланă.

Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлӳ илме пулăшнă.

Паян та Валентина Михайловна кил-çуртра ахаль тăмасть. Хуçалăхра ĕне тытсан  лăпланса лараймăн.

Ю.Гаврилов.  

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *