Суббота, 27 апреля

Уяв ячĕпе саламларĕç

Уяв ячĕпе саламларĕç

Çак кунсенче районти ветерансен совечĕн председателĕ Ю.С. Тимофеев, халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен центр директорĕ Т.Г.Долгова, РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертӳçи И.И.Самарина Р.П.Моисеев ветеран патĕнче пулчĕç. Ревокат Прохорович пирĕн районти чи ватă çын, çĕр çултан иртнĕ. Вăл — Аслă Отечественнăй вăрçă тата ĕç ветеранĕ. Хăй вăхăтĕнче хастар обществăлла корреспондент пулнă, район тата республика хаçачĕсемпе нумай çул тачă çыхăну тытнă. Ăна Ваттисен кунĕ ячĕпе саламларĕç, ветерансен организацийĕн  медальне парса чысларĕç. Вăл çак наградăна районта илекенсенчен пĕрремĕш пулчĕ. Р.Моисеев пирĕн районти ветерансен организацийĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă, ăна чылай çул ертсе пынă. Ревокат Прохорович — Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Ун ятне районти тата республикăри ветерансен организацийĕсен Хисеп кĕнекисене кĕртнĕ.  Ветерана малашне те сывлăх, вăй-хал сунчĕç.

Г.Юрьев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *