Донецк тата Луганск республикисен, Херсон тата Запорожье облаçĕсен ертӳçисем Раççей йышне кĕрес ыйтупа референдум ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта суйлав участокĕсем туса хунă, вĕсем халăха йышăнма хатĕр. Ку йышăнăва РФ Президенчĕ В.Путин ырланă.
«Эпир хамăр çывăх çынсене кӳрентерме памастпăр. Тата вĕсем хăйсен шăпине палăртма пултарнине те тимлĕхсĕр хăварма май çук. Унта пурăнакан çынсен йышăнăвне, эпир ырлатпăр, — палăртнă Владимир Путин.
Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов çывăх вăхăтра Донбасра, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче иртекен референдум пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:
«Донбасс — чылайранпа Раççей шутĕнче. Халĕ вара çакна официаллă майпа палăртма вăхăт çитрĕ. Çакăн пек йышăну тума Луганск, Донецк халăх республикисенче тата Херсон, Запорожье облаçĕсенче пурăнакансен çитес референдум сасăлавĕн кăтартăвĕсем çирĕплетсе парĕç. Ман шухăшпа, асăннă республикăсенчи обществăлла палатăсем ыйтни паянхи кун çав тери вырăнлă. Донбасс тата Луганск республикисенче нушаланакан халăх мухтавлă çĕршыв йышĕнче пулма тивĕç. Çак пулăма Раççейри миллионшар çын кĕтет тата вăл историри тĕрĕслĕх вăй илнипе танлашĕ.
Эпир юлашки вăхăтра терроризм, тĕрĕсмарлăх тата хирĕçӳ тĕнчинче пурăнакан çынсемшĕн пăшăрханатпăр. Эпир вĕсене пулăшнă, малашне те пулăшăпăр».