Пятница, 19 апреля

Пирĕн вăй — пĕрлĕхре

Пирĕн вăй — пĕрлĕхре

Донецк тата Луганск республикисен, Херсон тата Запорожье облаçĕсен ертӳçисем Раççей йышне кĕрес ыйтупа референдум ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта суйлав участокĕсем туса хунă, вĕсем халăха йышăнма хатĕр. Ку йышăнăва РФ Президенчĕ В.Путин ырланă.

«Эпир хамăр çывăх çынсене кӳрентерме памастпăр. Тата вĕсем хăйсен шăпине палăртма пултарнине те тимлĕхсĕр хăварма май çук. Унта пурăнакан çынсен йышăнăвне, эпир ырлатпăр, — палăртнă Владимир Путин. 

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Осипов çывăх вăхăтра Донбасра, Херсон тата Запорожье облаçĕсенче иртекен референдум пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

 «Донбасс — чылайранпа  Раççей шутĕнче.   Халĕ вара çакна  официаллă майпа палăртма вăхăт çитрĕ. Çакăн пек йышăну тума  Луганск, Донецк халăх республикисенче тата Херсон, Запорожье облаçĕсенче  пурăнакансен çитес  референдум сасăлавĕн кăтартăвĕсем çирĕплетсе парĕç. Ман шухăшпа, асăннă республикăсенчи обществăлла палатăсем ыйтни паянхи кун çав тери  вырăнлă. Донбасс тата Луганск  республикисенче нушаланакан халăх  мухтавлă çĕршыв йышĕнче пулма  тивĕç.  Çак  пулăма Раççейри миллионшар çын кĕтет тата вăл  историри  тĕрĕслĕх вăй илнипе танлашĕ.

Эпир юлашки вăхăтра терроризм, тĕрĕсмарлăх тата хирĕçӳ тĕнчинче пурăнакан çынсемшĕн пăшăрханатпăр. Эпир вĕсене пулăшнă, малашне те  пулăшăпăр».

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *