Заявлени йышăнаççĕ

Заявлени йышăнаççĕ

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ аса илтерет: федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем 2023 çулта социаллă пулăшусене илсе тăмалли формăна улăштарас тесе сентябрĕн 30-мĕшĕччен заявлени çырма пултараççĕ. Социаллă пулăшусене чăн пулăшусем евĕр е укçан илме пулать.

Социаллă пулăшусене пĕтĕмпе е вĕсен пайне çеç те укçан илсе тăма пулать. 2022 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă пулăшусен пуххи уйăхне 1313,44 тенке ларать.

Çыннăн халь социаллă пулăшусемпе усă куракан йĕркене тепĕр çула валли улăштарас тесен çеç заявлени çырмалла. Сăмахран, халĕ вăл укçан илсе тăрать, 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вара чăн пулăшусемпе усă курасшăн. Енчен те пулăшусемпе усă курмалли йĕркене улăштарас мар тесен заявлени çырма кирлĕ мар.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 27,3 пин çын федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан чăн пулăшусем илет, 65,7 пин çын укçан илсе тăрать.

Заявление электрон майпа РФ Пенси фончĕн сайтĕнчи гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ е патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă пама пулать. Çавăн пекех çакна РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн клиент службисене (8-800-6-000-000 телефонпа маларах çырăнса) е нумай функциллĕ центра пырса тума май пур. Заявление почта урлă та ярса пама пулать, анчах та кун пек чухне алă пуснине нотариус патĕнче çирĕплетмелле.

Пенси фончĕн пресс-служби.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *