Пятница, 19 апреля

Тулли мар мобилизаци пуçланнă

Тулли мар мобилизаци пуçланнă

Кун пирки калакан хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин сентябрĕн 21-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Службăна тăма çарта пулнă тата ятарлă çар специальноçĕ алла илнĕ запасри çынсене чĕнсе илĕç. Раççей Оборона министрĕ Сергей Шойгу палăртнă тăрăх мобилизаци 300 пин çынна пырса тивĕ. Вĕсене ятарлă вĕрентӳ хыççăн Донбасри ирĕке кăларнă территорисене хураллама ярĕç.

Чăваш Республики Пуçлăхĕ Олег Николаев  РФ Президенчĕн Указĕ пирки çапла пĕлтернĕ:

— Чăваш Республики Раççей Президенчĕ тунă йышăнусене — çав шутра тулли мар мобилизаципе тата ятарлă çар операцин тĕллевĕсене пурнăçлама промышленноç комплексĕн ĕçне тата та лайăхрах йĕркелессипе çыхăннисене — ырласа йышăнать. Президент пирĕн ума лартнă тĕллевсене кура отпуска вăхăтсăр татма йышăнтăм. Республика тĕллевсене пурнăçлас ĕçе вăраха ямасăр пикенет, çав шутра:

— Чăваш Енре пурăнакан запасри, кирлĕ çарпа учет специальноçĕсемлĕ çынсен пайăр мобилизацине ирттересси;

— çар комиссариатне логистикăна йĕркелеме, çынсене çара ярассине тивĕçтерме кирлĕ условисем тума пулăшасси;

— ятарлă çар операцине хутшăнакан граждансене пулăшасси.

Пĕр çемье те пирĕн тимлĕхсĕр, пулăшусăр юлмĕ. Эпир хамăрăн ентешсене шанатпăр. Вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче те хăйсен çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă, пирĕн çĕршыва мирлĕ пурнăçпа пурăнма, ирĕклĕн аталанма май туса панă. Паян лару-тăру каллех 81 çул каяллахи пек. Пирĕн çĕршыва Украинăн неонацизмĕ çеç мар, коллективлă Хĕвеланăç тата НАТО блокĕ хирĕç тăраççĕ. Шăпах вĕсем Украина енчен çар операцине ертсе пыраççĕ те.

Х\тĕлев комплексĕн предприятийĕсем хăйсен ĕçне мобилизацилеççĕ. Çав хушăрах паянхи социаллă тата экономикăлла аталанăва тивĕçтересси, унччен палăртнă тĕллевсемпе плансене пурнăçласси, çав шутра халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас — хутлăха улăштарас тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха модернизацилес тесе Президент пуçарнă наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрекеннисене тивĕçтересси те пĕлтерĕшлĕ. Енчен те эпир унччен палăртнă тата халь ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пырсан паянхи чăрмавсене çĕнтерме, çĕршыва планпа килĕшӳллĕн аталантарса пыма, унăн экономикине тата хӳтĕлев пултарулăхне  çирĕплетме пултарăпăр. Çакă пире Раççее суверенлă аталантарма пулăшĕ.  

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *