Районти хуçалăхсенче кĕрхи кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. ,çченсем выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, çĕртме тăваççĕ, çĕрулми кăлараççĕ, пахча çимĕçсене пуçтараççĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра, «Дружба» ЯХПК-ра, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче, «Комсомольские овощи» ООО-ра ĕçченсем хĕрсе кайсах çĕрулми кăлараççĕ.
Паянхи куна «иккĕмĕш çăкăра» 171 гектар çинчен 5701 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Çĕрулми тухăçĕ вăтамран кашни гектар пуçне 333,39 центнерпа танлашнă. Чи пысăк тухăç — «Слава картофелю» агрофирмăра тата «Комсомольские овощи» ООО-ра. Ĕçченсем «иккĕмĕш çăкăр» тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ. Кăçал вĕсем «Ред Скарлетт, «Коломбо», «Ривьера», «Гала» сортсем çитĕнтернĕ.
Паянхи кун, çумăр пĕрĕхсе тăнине пăхмасăрах, çĕрулми анисем çинче иртен пуçласа каçчен трактор-машина шавĕ илтĕнет, туп-тулли тиенĕ автомашинăсем склад енне васкаççĕ.
Çапла, кĕр çитсессĕн ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен алă усса ларма вăхăт çук. Кашниех уй-хирте çитĕнтернĕ культурăсене вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн тимлет. Акă, сăмахран, «Искра» колхозра, «Восток», «Асаново», «Рассвет», «Луч» ЯХПК-сенче, Атласкинăн, Белкинăн фермер хуçалăхĕсенче куккурус выраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли пурĕ 316 гектар куккурус вырса 6328 тонна силос хывнă.
А.МАРИЯН.