Четверг, 25 апреля

Çĕрулми кăлараççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Çĕрулми кăлараççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Районти хуçалăхсенче кĕрхи кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. ,çченсем выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ,  çĕртме тăваççĕ,  çĕрулми кăлараççĕ,  пахча çимĕçсене пуçтараççĕ.    «Слава картофелю» агрофирмăра,  «Дружба» ЯХПК-ра,  Самаринăн фермер хуçалăхĕнче,  «Комсомольские овощи» ООО-ра ĕçченсем   хĕрсе кайсах  çĕрулми кăлараççĕ.

Паянхи куна «иккĕмĕш çăкăра» 171 гектар çинчен  5701 тонна пуçтарса кĕртнĕ.   Çĕрулми тухăçĕ  вăтамран кашни гектар пуçне 333,39 центнерпа  танлашнă. Чи пысăк тухăç — «Слава картофелю»  агрофирмăра тата «Комсомольские овощи» ООО-ра. Ĕçченсем «иккĕмĕш çăкăр» тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ. Кăçал вĕсем  «Ред Скарлетт, «Коломбо»,  «Ривьера», «Гала»  сортсем çитĕнтернĕ. 

Паянхи кун, çумăр пĕрĕхсе тăнине пăхмасăрах, çĕрулми анисем çинче иртен пуçласа каçчен трактор-машина шавĕ илтĕнет,  туп-тулли тиенĕ автомашинăсем склад енне васкаççĕ.

Çапла, кĕр çитсессĕн ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен алă усса ларма вăхăт çук.  Кашниех  уй-хирте çитĕнтернĕ  культурăсене   вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн тимлет.  Акă, сăмахран, «Искра» колхозра, «Восток», «Асаново», «Рассвет», «Луч»  ЯХПК-сенче, Атласкинăн, Белкинăн фермер хуçалăхĕсенче  куккурус выраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли пурĕ  316 гектар куккурус вырса 6328 тонна силос хывнă. 

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *