Понедельник, 27 мая

Хастар, ĕçчен, тăрăшуллă Валентина

Çапла калас килет Комсомольскинче пурăнакан Валентина Эбдиевна Митюкова  пирки.   Пуçаруллă хĕрарăм  пурнăçра пуçа усма хăнăхман. Вăл яланах малтан мала тинкернĕ, çутă малашлăха шанса  утăм хыççăн утăм тунă. Паян та вăл çулĕсене кура мар вăр-вар.  Тивĕçлĕ канура тесе килте алă усса лармасть, выльăх-чĕрлĕх пăхать, кайăк-кĕшĕк тытать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Вăл çеç-и? Валентина Эбдиевна фермер хуçалăхне çирĕп алăра тытса пырать.

— Атте-анне мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çăкăр хакне  ачаранах пĕлсе ӳснĕ. Хирте ĕçленĕ, фермăна çӳренĕ. Пилĕк пĕртăван пĕр ĕçрен те хăраман. Пĕр-пĕрне пулăшса    ӳсрĕмĕр, шкулта вĕрентĕмĕр, техникум-училищĕре алла професси  илтĕмĕр, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне салантăмăр. Эпĕ вара тăван районтан аякка каяс темерĕм, кунтах тĕплентĕм. 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче  зоотехника вĕренсе тухрăм. Ун хыçăн тӳрех Комсомольскинчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçе кӳлĕнтĕм. Кайран Ленин ячĕллĕ тата «Красный маяк» колхозсене пĕрлештерсе «Комсомольский» совхоз туса хучĕç.  Асăннă хуçалăхра мана бухгалтер пулса ĕçлеме шанчĕç. 29 çул ĕçлерĕм унта.  Куçăмсăр майпа Горький хулинче пĕлĕве ӳстертĕм. Каярах вара, 2015 çулччен, 12 çул Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче тăрăшрăм. Унтан пăрахсан фермер хуçалăхне   пуçарса ятăм. Пурнăçăма пĕтĕмпех ял хуçалăхĕпе çыхăнтартăм, — каласа пачĕ Виçпӳрт ялĕнче кун çути курнă хĕрарăм.

Пурнăç сукмакĕн çăмхине сӳтнĕ май Валентина Эбдиевна сăн-пичĕ хаваслăхпа та тулчĕ, вăхăтăн-вăхăтăн куçĕсем шывланчĕç.   Хĕрарăм пурнăçĕнче савăнмалли те, кулянмалли те пайтах пулнă, паллах.  Халĕ вĕсене куç умне кăларать  те  пĕтĕмпех аса-илӳ авăрне путать.

— Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме тытăнсанах хамăн пулас мăшăрпа,  Виталийпе,  паллашрăм. Вăл та çакăнтах  инженерта тăрăшатчĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăртăмăр. Ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçлерĕмĕр. 40 çул килĕштерсе пурăнтăмăр, — каласа пачĕ Валя аппа.

Çемье çавăрсанах çамрăк мăшăр тĕп килте тĕпленнĕ.  Тăватă теçетке çулта Митюковсем пилĕк ачана, икĕ хĕрпе виçĕ ывăла, кун çути парнеленĕ.  Вĕсене ĕçе хăнăхтарса ӳстернĕ, тĕрĕс воспитани панă. Ачисем пурте аслă пĕлӳллĕ специалистсем. Кашниех çемье çавăрнă,  ача-пăчаллă пулнă, çурт хăпартнă, хваттер туяннă. 

Валентина Эбдиевнăпа Виталий Герасимович та ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма икĕ хутлă капмар çурт хăпартма вăй çитернĕ. Шел пулин те, çемье пуçĕ чире пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Паянхи кун   Валентина Эбдиевна  шанчăкĕ  — ачисемпе мăнукĕсенче. Вĕсем пур йышпа тăван киле пуçтарăнсассăн анне, асанне, кукамай чĕри савăнăçпа тулать.

— Кил-çурт  çывăх çынсен хаваслă сассипе, йăл-куллипе  тулсассăн  чун савăнать. Пурăнма, ĕçлеме вăй-хал хушăнать.  Ачасем, мăнуксем килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп, — тет ăшшăн йăл кулса  хĕрарăм.

Валентина Эбдиевнăпа   калаçатăн та вăл чăннипех те  ырă кăмăллă,  тарават,  ĕçчен    пулнине ăнланатăн.  Çывăх çыннисем пирки ăшшăн   каласа парать, ĕç пирки сăмах пуçарсассăн вара  унра вăй-хал тапать тейĕн.

— Урасем утнă, вăй-хал пур чухне   ĕçлесчĕ-ха, — сăмахлать Валентина Митюкова.  Хĕрарăм  ирех тăрать, ĕçе пикенет: килти ĕçсене пурнăçланă хыççăн тӳрех фермăна утать вăл.  Кунта  ăна  çамрăк пăрусем, ĕнесем, сурăхсем кĕтеççĕ. Вĕсне те вăхăтра апатлантармалла, сумалла.

Валентина Эбдиевна кун йĕркине çирĕп пăхăнать. Паян пурнăçламалли ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть,  мĕн тумаллине   яланах çийĕнчех  пурнăçлать. Ахальтен мар ĕçре тăрăшуллăскере республика, район шайĕнче пĕрре мар палăртса Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе   наградăланă. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕç   пулнă.

Валентина Эбдиевна  чылай çул Хĕрарăмсен  канашне те ертсе пынă, обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăрнă. Нумай-нумай конкурса хутшăнма та  вăхăт тупнă. 2011 çулта Валентина Эбдиевнăна «За благородный пример материнства»  Дипломпа чысланă. Пилĕк ачана  пурнăç парнеленĕшĕн, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕшĕн, воспитани панăшăн  Валентина Эбдиевна «Ача амăшĕ» медале илме тивĕç пулнă. Пуçаруллă хĕрарăма Комсомольски ял Совечĕн депутачĕ пулма та виçĕ хутчен суйланă.

Кăмăлĕпе çирĕп, чунĕпе ачаш Валентина Митюковăна таврара  пĕлмен çын çук.  Пĕри ăна хисеплесе «Валя аппа», тепри «Валентина», виççĕмĕшĕ «Валентина Эбдиевна» тет.  Пурне те пулăшма хатĕр вăл. Нихăçан та усал сăмах каласа вăрçăнмасть, çынна сывлăх сунмасăр иртмест. Çакăн пек маттур, харсăр çынсем çинче тытăнса тăрать  те çемье, хуçалăх.

А.Ефремова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *