Понедельник, 29 апреля

Парти проекчĕ ялсене тĕрев парать

«Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсене аталанма пулăшасси, ял хуçалăх производствин эффективлăхне лайăхлатасси, ялсене çĕклесси шутланать. Парти проекчĕпе килĕшӳллĕн ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе ĕçлеме пикеннĕ. Çурт-йĕрпе тивĕçтерни, ĕçе вырнаçма, вĕренме майсем туса пани, социаллă пурнăçа, культура тата кану инфратытăмне аталантарни ял пурнăçне лайăхлатасси куç кĕретех. Шăпах çак ыйтусем «Единая Россия» партин Халăх программинче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

2021 çулта Чăваш Енри ялсене аталанма ĕçлекен пур программăран 5 млрд тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенке муниципалитетсенчи социаллă, коммуналлă тата инженери, тран-спорт инфраструктурине тума, юсама янă.

Иртнĕ çул «Чă- ваш Республикинчи ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программипе яллă вырăнсенчи автомобиль çулĕсене 174 çухрăм юсанă, пуçарулăх бюджечĕн 916 проектне, ял территорийĕсене хăтлăлатма — 16, компактлă çурт-йĕр тума — 1, ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕпе 7 проекта ĕçе кĕртнĕ. Республика хыснинчен 147 çын ял территорийĕсенче çурт-йĕр тума  паракан  кредитăн процентне саплаштарма илнĕ. 

Кăçал проектпа килĕшӳллĕн ял территорийĕсене хăтлăлатма — тăватă проект, компактлă çурт-йĕр тума — тăватă, ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕпе — пĕр проект, çавăн пекех пуçарулăх 896  проекчĕпе автомобиль çул-йĕрĕн 371 участокне, коммуналлă хуçалăхăн 162 объектне, 35 масар территорийĕсене юсаса тирпейлеме, ача-пăчана вылямалли 50 лапама, 58 кану вырăнне, социаллă тата культурăллă сферăн 52 объектне хута ямалла. Пушар хăрушсăрлăхĕпе шывăн 72 объектне тирпейлеме, яллă вырăнсенчи 44-не хăтлăлатма, 33 шыв управне тасатма, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă 19 объекта юсама палăртнă.  

Патшалăх программисемпе Комсомольски  районĕнче те анлăн усă кураççĕ.   «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăпа  килĕшӳллĕн пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма пĕр  çемьене свидетельствăпа тивĕçтермелле, 12 ял тăрăхĕнчи пуçарулăх  проекчĕсене  ĕçе кĕртессине вĕçлемелле тата ытти пысăк ĕçсене пурнăçламалла.

Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ пĕчĕк тата вăтам харпăрлăхлă   агропромышленность бизнесĕ ăнăçлă вăй илсе пынинчен нумай килет. Яла çамрăксем килни тата бизнеса хавхалантарни — паян ял территорийĕсене ăнăçлă аталантармалли  тĕп условисенчен пĕри.

«Çак программа ял çыннисен пурнăç условине лайăхлатма май парать, пур власть органĕшĕн  те ялсен коммуналлă, инженери, транспорт инфраструктурине аталантарасси, хăтлăх шайне ӳстересси чи кирлĕ тĕллев шутланать», — тесе палăртнă партин «Раççей ялĕ» проекчĕн координаторĕ Сергей Артамонов.  

       Ю.ЮРЬЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *