Суббота, 20 апреля

Валерий Михеев:  «Тырă-пулă – пӳлмере, выльăх апачĕ çителĕклĕ»

Хăй мĕн шантарнине яланах пурнăçлакан, пуçланă ĕçе вĕçне çитререкен, пурнăç  таппипе тан пыракан хастар ертӳçĕ   вăл — «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Валерий Михеев.

Хуçалăх тилхепине 24 çул тытса пыраканскер    ял хуçалăхĕнчи ĕçе пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек  лайăх пĕлет. Ăçта мĕн çитĕнет, хăçан акмалла, хăш вăхăтра  пуçтарса кĕртмелле, мĕн çитĕнтерсе, мĕнле тухăç илессине  унран лайăх пĕлекен çын çук.  Çĕр ĕçне чунтан парăннă ĕçчен      вăл.

— Çĕр çинче ĕçлекен çыннăн çĕре юратмалла. Унсăрăн епле-ха? Çĕре сума сумасан, ĕçе хăй еккипе ярсан нимĕн те пулмасть. Пĕтĕм  ĕçе вăхăтлă та тĕплĕ пурнăçласа пырсан тухăç та савăнтарать. Акă, кăçал эпир вырмана  кĕске вăхăт хушшинчех вĕçлерĕмĕр.  Тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене 623 гектар çинчен пуçтарса кĕртрĕмĕр. Кашни гектартан вăтамран 34-шар центнер тухăç илтĕмĕр. Тырпула пӳлмесене пĕтĕмпех  тирпейлесе  кĕртнĕ.  Çанталăкĕ уяр кунсемпе савăнтарчĕ, ĕçченсем тăрăшуллă пулчĕç.  Халĕ силос хатĕрлетпĕр, улăма тюклатпăр,  ăна ял  çыннисене валеçсе паратпăр,  çĕр сухалатпăр.   Ĕç кал-кал пырать, — пĕлтерчĕ  Валерий   Михеев.

Паян «Восток» хуçалăхра ĕçченсем хĕрсех ĕçлеççĕ:  уйра трактор-машина шавĕ пачах чарăнмасть.  Вĕсем  районта чи малтан куккурус вырма  тытăннă. Ĕçченсен  тĕллевĕ — çитĕнтернĕ культурăна вăхăтра пухса  кĕртесси, ăна силоса хываccи.  Хуçалăхра 300 гектар кĕрхи культурăсем те  акнă, кĕрхи çĕртмене 270 гектар çинче  пурнăçланă. 

— «Востокра» ĕçлекенсем кĕркунне кашни кунпа пĕлсе усă курмаллине лайăх ăнланаççĕ.  Çавна май кахалланса, алă усса лармаççĕ, кашниех шанса панă ĕçре тăрăшуллă.   Тĕштырра  тăкаксăр пухса кĕртме пултартăмăр. Выльăх-чĕрлĕх валли  те   хĕл каçма апат çителĕклĕ   хатĕрлемелле. Паянхи куна эпир 477 тонна утă, 765 тонна сенаж, 778 тонна силос  тата 1300 тонна  тырă сенажĕ хывнă, 225 тонна улăм хатĕрленĕ.   Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Акă ĕçченсем хирте тăрăшаççĕ,  — паллаштарчĕ  куккурус уйĕнче епле ĕçленипе кăсăкланакан  ертӳçĕ.

Валерий Геннадьевич ĕçченсен ĕç-хĕлне тĕплĕн тимлесе, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тата паянхи тĕллевсене кĕске самантра уçăмлатса ĕлкĕрет. Пур çĕрте те ĕç кал-кал пыни, хуçалăх ертӳçипе ĕçченсем хăйсен тивĕçĕсене яваплă пурнăçланине  çирĕплетет, вĕсен тăрăшулăхне кăтартать.

Ертӳçĕпе  ĕçченсем  килĕштерсе ĕçленĕрен хуçалăх аталану çулĕпе утать.   

А.Мариян.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *