Ялсенче тăнăçлăх хуçалантăр, — тет участокри инспектор

Комсомольски тата Елчĕк районĕсем хушшинчи шалти ĕсен пайĕнче пултаруллă, хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçлакан сотрудниксем сахал мар. Вĕсенчен пĕри —  Артем Валерьевич Кокшин участокри инспектор.

Артем шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă. Хăйне вăй-хал енчен çирĕплетме тăрăшнă. Çавăнпа та Чăваш ял хуçалăх академинчен экономист специальноçĕпе вĕренсе тухсан ăна çара каясси хăратман. Свердловск облаçĕнчи Еланскра ракета çарĕнче çулталăк службăра тăнăшăн хăпартланать. «Салтакра пулни мана кăмăл-туйăм енчен çирĕпленме май пачĕ», — тет вăл. 2019 çулта  А.Кокшин шалти ĕçсен пайне ĕçе кĕрет. Аслă пĕлӳ илнĕскере Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнчи участок инспекторĕ пулма шанаççĕ. 2020 çултанпа вара вăл Урмаел тата Чĕчкен ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсенчи йĕркелĕхе сыхлас енĕпе тăрăшать. Участок пысăк, пурăнакансем йышлă. Артем Валерьевич кашни кунах ялсене çитсе унта пурăнакансемпе тĕл пулать. Уйрăмах малтан судпа айăпланнисем, условнăй йĕркепе айпланисем, учетра тăракансем хăйсене мĕнле тытни, çынсемпе мĕнле хутшăнни пирки интересленет. Вĕсем пирки, кӳршĕ-аршă, ытти çынсем каласа панине тăнлать. Йывăр лару-тăрури çемьесене те çитет. Вĕренӳ çулĕ пуçлансан шкулсенче пулса калаçусем ирттерет. Çуллахи каникул кунĕсенче те вĕсене куçран вĕçертмест.

Юлашки çулсенче кĕсье телефонĕпе çыхăннă преступленисем час-часах пулнипе Артем Валерьевич тăтăшах халăхпа курнăçса ăнлантару ĕçĕсем те нумай тунă. Апла пулин те ултавçăсен «вăлтине» çакланакансем тупăнаççĕ-ха. Çынсемпе курса калаçнин усси пур. Кун пек преступленисен шучĕ ун участокĕнче сахалланни палăрать. Йышăну кунĕсенче çынсене  йышăнса вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Яллă вырăнсенче ытларах çемьери харкашусемпе, япаласем вăрланă тĕслĕхсемпе тĕл пулма тивет участковăйăн.

Çуллахи кунсенче çамрăксем çĕрле мотоциклсемпе кĕрлеттерсе çӳресе çынсен ыйхисене татаççĕ, шăплăхне пăсаççĕ. Ку енĕпе те ĕçлет вăл. Ашшĕ- амăшĕпе курса калаçать.

«Яланах халăх хушшинче пулма тăрăшатăп. Çакă вĕсен-шухăш кăмăлне пĕлсе тăма пулăшать. Çынсем йăнăш çул çине ан тăччĕр тесе калаçусем ирттересси, ăнлантару ĕçĕсем тăвасси — манăн тĕп тивĕç. Çемьесенче тăнăçлăх хуçалантăр, харкашăва пула инкек сиксе ан тухтăр», — тет А.Кокшин участковăй.

Г.Юрьев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *