Четверг, 25 апреля

Чиртен асăрханмалла

Чиртен асăрханмалла

Коронавирус чирĕ хăй пирки татах аса илтерме пуçларĕ. Çакна юлашки вăхăтри кăтартусем яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Тĕслĕхрен иртнĕ эрнере коронавирус чирне палăртас енĕпе 579 анализ илнĕ. Вĕсенчен  58 çын чирли паллă.  Ку кăтарту август уйăхĕн пĕрремĕш эрнисенче çав тери пĕчĕк пулнă. Халĕ вара чирлисен шучĕ самай пысăкланнă.  Кун пирки тунтикун йĕркеленĕ оперштаб ларă- вĕнче сӳтсе яврĕç. Лару-тăру районта та, республикăра та çивĕчленнĕ.

«Хăрушă чиртен упранас тĕллевпе  вакцинацилени çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çавна май вăхăтра прививка тутармалла. Унпа пĕрлех ревакцинаци  валли те вакцина пур.  Ку — прививкăн иккĕмĕш тапхăрĕ. Çынсем  прививкăна тĕп больницăна çитсе те, ялсенчи мобильлĕ   пунктсенче те тутарма пултараççĕ. Паянхи куна 300 доза  «Гам-Ковид-Вак» вакцина пур», — пĕлтерчĕ районти тĕп тухтăр Инна Ефремова.

Çавăн пекех тухтăрсем асăрхаттараççĕ, кĕркуннехи — хĕллехи вăхăтра грипп чирĕнчен асăрханса та прививка тутарни вырăнлă. Çавăнпа та кăмăл пуррисем асăннă прививкăна та тума пултараççĕ.

Тухтăрсем чир çав тери хăрушă пулнине çине-çинех асăрхаттараççĕ. Çавна май профилактика мерисене пăхăнма манмалла мар, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла.

А.МАРИЯН.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *