Воскресенье, 5 мая

Коопераци – манăн шăпам

Коопераци – манăн шăпам

Район центрĕнче вырнаçнă «Торговый Дом»  суту-илӳ çуртне  районта пурăнакансем, хăнасем кĕрсе курнах тата унта  пĕр-пĕр япала туяннах. Кунта пахалăхлă тавар сутаççĕ çеç мар,  вĕсен ассортиментне те куллен  ӳстерсе пыраççĕ. Унта тăрăшакан сутуçăсем ĕçре маттур, туянакансемпе яланах тарават калаçаççĕ,  мĕн кирлине наччасрах тупса параççĕ. Суту-илӳ çуртĕнче тăрăшакансен девизĕ: «Кирлĕ тавара,  кирлĕ чухлĕ, кирлĕ вăхăтра,   кирлĕ пахалăхпа тивĕçтермелле». 

Ĕçре тăрăшуллă коллектива вара 18 çул Ирина Васильевна Кочанова ертсе пырать.  Ирина Çĕнĕ Мăрат ялĕнче лесничий çемйинче çуралса ӳснĕ. Мĕн пĕчĕкренех вăрман, улăх илемĕпе, уçă сывлăшĕпе киленсе ӳснĕ.  Ахальтен мар  Ирина уçă саслă та çирĕп вăй-халлă, вăр-вар,  ĕçченĕ  Ашшĕпе амăшĕ, Василий Ивановичпа Мария Михайловна,  ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă,  тĕплĕ тума вĕрентнĕ.  Вĕсем ăс пани, вĕрентсе калани, пехилĕ   паянхи кун та пулăшса пынине палăртать  Ирина Васильевна.

Акă, амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкрен  шут ĕçне хăнăхтарни те Иринăна професси суйласа илме пулăшнă. Мария Михайловна Çĕнĕ Мăратри лавккара чылай çул сутуçăра ĕçленĕрен, Ирина амăшĕпе ĕçе çитерекен çула куллен пĕрле такăрлатнă.

— Анне тавар сутни, укçа шутлани,  туянакансен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшни — паянхи кун та асра. Манăн та çавăн пек пулас килетчĕ. Шкултан вĕренсе тухрăм, коопераци техникумĕнче, институтĕнче пĕлĕве    ӳстертĕм, алла диплом илтĕм, ĕç кĕнекине Тăманлă Выçли лавккинче пуçларăм. Ĕмĕте пурнăçласа — суту-илӳ çул-йĕрне суйласа илтĕм. Тĕрлĕ çулсенче райпора ревизор, хаксен енĕпе экономист, товаровед пулса тăрăшрăм, ăсталăха ӳстертĕм. 2004 çулта «Торговый Дом» суту-илӳ çуртне ертсе пыма шанчĕç.  Унтанпа  çак ĕçре тăрăшатăп, яланах малтан малалла, çĕннине алла илес ĕмĕтпе ĕçе утатăп.  Тĕллев — суту-илӳ тытăмне паянхи пурнăç условийĕсемпе килĕшӳллĕн йĕркелесси, ĕçлеме, тавар туянакансен  ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме лайăх майсем туса парасси.  Кулленхи ĕçре вара мана яланах райпо Канашĕн председателĕ С.Грачева, Чăвашпортебсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов, Е.Карпеев, Л.Сорокина,  С.Кокорева ветерансем куллен пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ. Вĕсен пулăшăвĕ, сĕнӳ-канашĕ темрен те паха, — тет Ирина Васильевна.

Маттур ертӳçĕ ĕçлĕ çыхăнусене аталантарас тесе сахал мар тăрăшат.ĕ Çавна май вĕсем республикăри, унăн тулашĕнчи фабрика-заводсемпе тӳрремĕн ĕçлеççĕ. Туянакансен кăмăлне тивĕçтерсе таварсене заявкăпа кӳрсе килеççĕ, пысăк калăпăшлисене  автомашинăпа çурт алăкĕ таранах çитерсе параççĕ.  Çавăн пекех вĕсене кредитпа сутассине те çӳллĕ шайра йĕркеленĕ кунта.   Пысăк уявсенче таварсене тăтăшах йӳнĕрех хакпа сутассине,  тĕрлĕ  акцисем тата лотерея вылявĕсем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Унпа пĕрлех уяв ячĕпе тăвансене, юлташсене, çывăх çынсене  парнелеме ятарлă сертификатсем пур. Çаксене пĕтĕмпех çынсен кăмăлне тивĕçтерес, суту-илӳ çуртне килсе çӳреме хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ирина Васильевна пуçарулăхĕпе   4—5 çул ĕнтĕ «Торговый Дом» суту-илӳ çурчĕн страницисем Интернет уçлăхĕнче  пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ. Социаллă сетьсенче вĕсем тавар ассортименчĕпе, тин çеç кӳрсе килнĕ таварсемпе паллаштараççĕ, акци, лотерея вылявĕ пуçланни пирки пĕлтереççĕ.  

— Паян Интернет хăвăрт аталаннă вăхăтра — çакă çав тери кирлĕ тесе шутлатăп.  Çынсем ытларах телефонпа усă кураççĕ, социаллă сетьсенче тăтăшах  пулаççĕ.   Çавна    май пирĕн страницăсенче вĕсем çĕннипе палашаççĕ, килĕшнĕ тавара туянма та килеççĕ, — паллаштарчĕ директор.

Суту-илӳ çурчĕ паянхи кун тивĕçлĕ ĕçлесе пырать теме сăлтав çителĕклех.  Районта пурăнакансем çеç мар, таврари районсенчи çынсем те  унта килсе çӳреççĕ, тĕрлĕ тавар туянаççĕ, заявка парса хăвараççĕ, тулли кăмăлпа каяççĕ. Ирина Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, районти мĕн пур организаци-предприятисем  те таварсене шăпах вĕсем па тĕнче туянаççĕ. Район администрацийĕпе, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, ача сачĕсемпе, шкулсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсемпе,  культура çурчĕсемпе, социаллă учрежденисемпе  çыхăну чылай çул каяллах йĕркеленнĕ.

Ĕçлĕ çыхăнăва аван тытса пырасси вара пĕтĕмпех ертӳçĕрен килет мар-и? Паллах. Ирина Кочанова  кун-çул уттинчен юлмасăр, унпа тан утать: çĕннине вĕренет,  ĕçлĕ хутшăнăва çирĕплетет,  тавар ассортиментне  ӳстерме çĕнĕ партнерсем шырать, коллектива ĕçлеме хавхалантарать. Коллектив тенĕрен, кунта пуян опытлă, маттур сутуçăсем тăрăшаççĕ. Чылайăшĕн ĕç стажĕ 10—30 çул. Унпа пĕрлех çамрăксем те ĕçе кӳлĕнеççĕ, аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Ирина Васильевна та кашнине куллен пулăшса пыма, сĕнӳ-канаш пама хатĕр. Вăл ĕçтешĕсемшĕн — маттур  та пултаруллă ертӳçĕ, мал ĕмĕтлĕ çынĕ  Ахальтен мар тăрăшса ĕçленĕшĕн Ирина Кочановăна  тĕрлĕ наградăсемпе: «Раççей потребкооперацийĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн», «Раççейри  кооперацин чи çамрăк лидерĕ» паллăсемпе чысланă.   Çавăн пекех ертӳçĕ «Чăваш республикинчи потребкооперацин  ветеранĕ»,   «Халăха пулăшу паракан сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ. Нумай Хисеп грамоти, Тав хучĕ  вăл ĕçре  чăннипех те пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулнине çирĕплетеççĕ.

Ирина Кочанова: «Пурнăçра коопераци çул-йĕрне суйласа илнĕшĕн  пĕрре те ӳкĕнместĕп. Пачах урăхла — мăнаçланатăп.  Анне, хĕреснеатте çулне малалла тăснăшăн хăпартланатăп. Акă, манăн хĕресне атте — Василий Артемович Мурзаев мана 4-ра чухнех  коопераци ĕçченĕ пулать тесе палăртса хунă. Вăл ĕмĕрĕпех  райпора тăрăшнă, Комсомольски,  Элĕк райповĕсене  чылай çул  ертсе пынăĕ  Астăватăп пире, пĕчĕкскерсене,  пĕрре лавкка курма илсе кайрĕ, савăнмаллăх парнесем илсе пачĕ.  Мана вара парни мар, лавккари таварсем, сентресем, сутуçăсем кăсăклантарчĕç. Тĕлĕнсе пăхса çӳренине халĕ те ас тăватăп. Вара вăл мана çапла каларĕ: «Эпĕ пĕлетĕп, туятăп, эсĕ  ӳссе çитĕнсен — суту-илӳ ĕçченĕ пулăн!». Çапла вăл калани  тӳрре килчĕ».

А.Мариян.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *