Четверг, 25 апреля

Уй-хир пушансах пырать

Уй-хир пушансах пырать

Мĕн çитĕнтернине тăкаксăр та пахалăхлă пуçтарса кĕме хавхалантарнăн çанталăк уяр та хĕвеллĕ тăрать. Çĕр ĕçченĕсем вĕсемпе туллин усă кураççĕ. Районти хирсем тырпултан пушансах пыраççĕ.

Августăн 25-мĕшĕ тĕлне 8374 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене вырса çапнă. Вăл шутран 2167 гектар кĕрхи тулă, 683 гектар ыраш, 1468 гектар çурхи тулă, 3072 гектар урпа, 761 гектар сĕлĕ, 158 гектар пăрçа, 65 гектар вика. Самаринăн фермер хуçалăхĕнче (320 гектар) тырăсене йăлтах пуçтарса илнĕ. «Искра» колхозра, «Рассвет» ЯХПКра, «Родина» ОООра  тата хăш-пĕр хуçалăхсенче вырса çапмалли лаптăксем нумаях юлман. Йĕтемсем çине 25982 тонна тырă кĕнĕ. Хальлĕхе районĕпе вăтам тухăç кашни гектар пуçне 31 центнерпа танлашать. Белкинăн фермер хуçалăхĕнче, «Рассвет» ЯХПКра, «Слава картофелю» агрофирмăра ку кăтарту чылай пысăкрах.

Пĕрлешӳллĕ хуçалăхсенче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Çак ĕçе 3072 гектар çинче пурнăçланăĕ Самаринăн фермер хуçалăхĕнче 80 гектар, «Урожай» колхозра 55 гектар кĕрхи тулă акнăĕ Районĕпе 1415 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Ку ĕç «Урожай» колхозра, «Восток», «Труд», «Асаново» ЯХПКсенче, «Родина» ОООра ӳсĕмлĕ пырать.

Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Районĕпе 15704 тонна сенаж, 7139 тонна утă, 5241 тонна силос янтăланă.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *