Тĕп больницăна Инна Ефремова ертсе пырĕ

Тунтикун,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов районти тĕп больницăн коллективне çĕнĕ ертӳçĕпе паллаштарнă. Çак тивĕçе пурнăçлама маларах медицина енĕпе ĕçлекен тĕп врач çумĕнче тăрăшнă, юлашки вăхăтра тĕп врач ĕçĕсене пурнăçланă  Инна Ивановна Ефремовăна шаннă.

Инна Ивановна 20 çул ытла районти тĕп больницăра вăй хурать. 1993 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа диплом илнĕ. 1994 çултан районти тĕп больницăра анестезиолог-реаниматолог тухтăрĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Инна Ефремован «Кардиологи» енĕпе пысăк квалификациллĕ категори, «Кардиологи» тата «Терапи» енĕпе усă курмалли сертификат пурĕ Вăл тăрăшуллă ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствин Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

— Сывлăх сыхлавĕн кирек мĕнле учрежденийĕн ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ виçисенчен пĕри — наци проекчĕсене пурнăçлани, çавăн пекех пĕрремĕш звенона модернизацилемелли программăсене усă курни. Пур мероприятине те вăхăтра тата пахалăхлă ирттермелле, тĕрĕслесе тăмалла, — палăртнă Владимир Степанов.

— Хамăн пур пĕлĕве, опыта малашне те пирĕн медицина учрежденине аталантарма усă курăп. Коллектив пулăшса пырасса шанатăп. Пĕрле тăрăшса ĕçлесен çеç çитĕнӳсем тума пулать, — пĕтĕмлетнĕ Инна Ефремова.

Инна Ивановна медицина ĕçне пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек лайăх пĕлет. Вăл пациентсене сиплеме те, коллективри çынсемпе пĕр чĕлхе тупма та пултарать. Кулленхи ĕç кунĕ унăн яланах  пĕрлехи канашлуран пуçланать. Çавăн пекех вăл  медицина ĕçченĕсемпе  ĕç вырăнĕнче  тĕл пулса калаçма та вăхăт тупать.  Нумаях  пулмасть  поликлиника çуртне тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Кунта халь пациентсене йышăнма пур услови те пур: пӳлĕмсем хăтлă, сĕтел-пукан, коммуникаци  çĕнĕ.  Тĕллев — ялта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăрасси, вăхăтра кирлĕ пулăшу парасси.   

 А.Матросова хатĕрленĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *