Суббота, 20 апреля

Пĕтĕмпех – ачасемшĕн

Вĕренӳ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Пĕлӳ çурчĕсене комисси пăхса тухрĕ ĕнтĕ. Часах шкул автобусĕсене те тĕрĕслĕç. Ачасене турттармалли транспорт хатĕрĕн пур енчен те юсавлă пулмалла, саккун ыйтнисене пăхăнмалла. Кăçал районта 2700 вĕренекене 14 шкул автобусĕ турттарĕ. Пурне те ГЛОНАССпа, тахографсемпе тата маячоксемпе тивĕçтернĕ.

Юлашки 5 çул хушшинче республикăри вĕренӳ организацийĕсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе килĕшӳллĕн 220 ытла шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ. Чăннипех те ырă пулăм. Куллен рейса тухакан транспорт шанчăклă та юсавлă пулмалла. Республика бюджетĕнче кăçалхи çула валли çакнашкал транспорт туянма 35 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

2021 çулхи сентябрь уйăхĕнче  Чăваш Ене 37 çĕнĕ автобус килнĕ. 31-шне федераци, 6-шне республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă. Шăпах çавăн чухне пирĕн районти Хырай Ĕнел вăтам шкулне те çĕнĕ автобуспа тивĕçтернĕ.

Ноябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин резерв фондĕнчен муниципалитетсене 33 шкул автобусĕ уйăрнă. Çак ĕçе «Единая Россия» парти малашне те тимлĕхре тытĕ. Апла пулсан, ял ачисемшĕн шкула çитесси тата тĕрлĕ ăмăртупа конкурса хутшăнасси чăрмав кăларса тăратмĕ. 

Çавăн пекех «Единая Россия» Халăх программинче çакăн пек йĕркесем те пур: «Вĕренекен ачасен сывлăхне упрамалла, шкул медицинин системине аталантарса пĕлӳ пухмалли тиеве чакарса пымалла, сывă апатлану йĕркелессин инфраструктурине тумалла».

Юлашки çулсенче ачасене шкулта пĕлӳпе воспитани панипе пĕрлех вĕри апатпа тивĕçтересси пысăк тимлĕхре.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырупа килĕшӳллĕн «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проектне тĕпе хурса кĕçĕн классенче вĕренекенсене 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кунне пĕр хутчен кая мар тӳлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. Çак тĕллевпе республикăра 2020 çулта 246,5 миллион тенкĕ расхутланă. Асăннă хисепрен 244 миллион тенкине федераци  бюджетĕнчен уйăрнă.

1—4 классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерме 2021 çулта бюджетран 607 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Кăçал вара тата çак тĕллевпе 644 миллион тенкĕ расхутлама палăртнă. Вĕри апатпа нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене тивĕçтерессине те йĕркеленĕ. 

Республикăри 410 шкулта 146 пин ытла ача апатланатьĕ 138 шкулти апатланăва 36 аутсорсинг тата уйрăм предприниматель тивĕçтерсе тăрать.

Районта ачасене тӳлевсĕр апатлантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьере çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕри апатпа тивĕçтерес енĕпе   те çине тăрса ĕçлеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра промышленность продукцине саккунсăр таварçаврăнăшне кĕртессине тимлекен комисси ларăвĕнче шкулти апатланăва тата çурма фабрикатсем туса илекен центр ĕçне сăнаса тăрассине    ӳстерме сĕннĕ. «Пĕр точкăра паха продукци кăларатпăр, сăнаса тăратпăр. Малалла вара вĕсене хатĕрлесе çитермелле. Апат-çимĕç  блокĕсем лайăх пирĕн. Ку чухнехисем. Сахал ĕç вăйĕпех йывăрлăхран тухма пулать», — тенĕ регион ертӳçи.

Ачасене вĕри апатпа еплерех тивĕçтернине тĕрлĕ яваплă органсемпе пĕрлех шкул администрацийĕпе ашшĕ-амăшĕ те кăсăклансах тăрать. Епле-ха унсăрăн? Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ мĕнлерех апаталаннинчен тӳрремĕнех килет-çке.

А.Иванова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *