Понедельник, 24 июня

Çур çулти ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Çур çулти ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕпе иртнĕ канашлура «Чăваш Республикин цифра улшăнăвĕсен центрĕ» АНО ертӳçи Олег Цветков предприятин 2022 çулти пĕрремĕш çур çулти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Асăннă предприяти республикăра çулталăка яхăн ĕçлет. Вăл виçĕ енпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлать: проект офисĕ, цифра улшăнăвĕсене пулăшасси тата даннăйсене йĕркелесе пыракан офис. Олег Цветков палăртнă тăрăх, паянхи кун организаци Чăваш Республикин цифра улшăнăвĕн стратегине кĕртнĕ 11 проекта йĕркелесе пырать. Çакна ăнăçлăн пурнăçласа пыма BITRIX тытăма ĕçе кĕртнĕ. 

Организаци цифра улшăнăвĕсемпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме грант пулăшăвĕ илес текенсене консультацисемпе пулăшать. Çапла майпа 3 заявка тăрăх пĕтĕмĕшле 3 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ те ĕнтĕ, тата 4 миллион тенкĕлĕх 4 заявка тăратнă, пĕтĕмĕшле 66 миллион тенкĕлĕх 9 заявка пама документсене хатĕрлеççĕ. Грант паракансем хушшинче чи малтанах Наукăпа техника сферинче предприятисен вак формисене аталантарма пулăшакан фонда, Информаци технологийĕсене аталантаракан Раççей фондне, Культура пуçарăвĕсен президент фондне асăнмалла. «2022 çулта çак ĕç пилотлă режимпа иртет, опыта тĕпчетпĕр. Тĕллев — ИТ-индустрие  тата республикăри цифра улшăнăвĕсене грантсемпе пулăшакан компетенциллĕ центрне туса хурасси», — пĕлтернĕ Олег Цветков.

Çавăн пекех даннăйсене йĕркелесе пыракан офис тăрăшнипе регионти кăтартусене йĕркелесе пыракан тытăма туса хумалли, аталантармалли тата ĕçе кĕртмелли концепцие хатĕрленĕ, Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсен информаци тытăмĕсен аудитне ирттернĕ, витринăсем йĕркелеме дата-сетсем тунă. Олег Цветков каланă тăрăх, bi.cap.ru портала куллен даннăйсене кĕртеççĕ, дашбордсем тăваççĕ, массăллă социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене Чăваш Енри влаç органĕсем электрон формăна мĕнле куçарнине тĕрĕслеççĕ, кибератакăсене тимлеççĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *