Кристина Майнина: наци проекчĕсем çинчен — çынсен историйĕсем урлă

Икĕ çул ĕнтĕ Раççейре наци проекчĕсене пурнăçлакансем тата массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче хыпарсемпе паллашассине йĕркелекен онлайн-платформа — СРК (srk.nationalpriority.ru) ĕçлет. Ăна наци проекчĕсем паракан майсемпе тата вĕсемпе килĕшӳллĕн ирттерекен мерăсемпе çынсене çывăхрах паллаштарас тата наци проекчĕсене пурнăçа кĕртекенсене массăллă информаци хатĕрĕсемпе тӳрреммĕн хутшăнма май туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Чăваш Енри влаç органĕсем СРК тытăмĕнче вăл ĕçлеме пуçланăранпах регистрациленнĕ, çак хушăра лайăх кăтартусем тума ĕлкĕрнĕ. Çапла кăçалхи икĕ кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çак тытăма кĕртнĕ информаци материалĕсен пахалăхĕпе республика РФ субъекчĕсен активлăх рейтингĕнче чи малта пыракан 10 регион шутне кĕнĕ. Апрель уйăхĕнче Чăваш Ен 10-мĕш вырăнта пулнă пулсан, май — июнь уйăхĕсенче вăл 9-мĕш вырăна хăпарнă. Çакă СРК тытăмне кĕнĕренпе пирĕн регионшăн чи лайăх кăтарту.

Тытăма вырнаçтарнă материалсен шучĕ çинчен калас пулсан та, ку кăтарту ӳссех пынине палăртмалла. Енчен те унччен республикăри влаç органĕсем чи нумаййи 232 информаци вырнаçтарнă пулсан (2021 çулхи сентябрь, декабрь уйăхĕсем), кăçалхи июньте ку цифра 295-е çитнĕ. Çакă — çĕршывĕпе илсен, 8-мĕш кăтарту. 

Наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн ирттерекен мероприятисем çинчен хыпарсем вырнаçтаракансенчен чи активлисем — ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата ЧР Экономика аталанăвĕн министерствисем. «Вĕсем чи малтисенчен пĕрисем наци проекчĕсем çинчен çынсен чăн историйĕсем урлă каласа пама пуçларĕç. Тухтăрсем, пациентсем, предпринимательсем, республикăри предприятисенче вăй хуракансем Чăваш Енре наци проекчĕсем пулăшнипе пулса иртекен улшăнусене хаклаççĕ. Çакăн пек хыпарсене СРК тытăмĕн операторĕсем асăрхамасăр иртмеççĕ», — палăртнă ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *