Илья Макаров – паттăр

Донбасра ятарлă çар операцине хутшăнакансем, хăйсен професси опытне çӳллĕ шайра кăтартакансем, çирĕп кăмăлпа умне лартнă çапăçу тĕллевĕсене пурнăçлакансем, хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрса тăракансем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ.

Акă, нумаях пулмасть пирĕн ентеш, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ӳснĕ Илья Макаров аслă лейтенант паттăрла ĕçсем туни çинчен пĕлтерчĕç. Вăл колонна йышĕпе пынă чух халăх пурăнакан вырăнта националистсен ушкăнĕ сасартăк тапăнма пытанса ларнине асăрханă. Лару-тăрăва тĕрĕс хакласа, хăвăрт шутласа илсе, машинăра кирлĕ вырăн йышăнса çапăçăва кĕнĕ. Пăшалпа тĕллесе персе Илья 3 стрелока тата гранатăпа перекене тĕп тунă. И.Макаров аслă лейтенантăн пултарулăхне пула çынсем аманман, техника арканман, колонна задание пурнăçлама палăртнă вырăна вăхăтра çитнĕ.

Тепĕр темиçе кунтан шыв тасатмалли станцие вырнаçтарма вырăн шыранă май Илья националистсен диверсипе разведка ушкăнне асăрханă. Вăл кĕске хушăрах хăйне пăхăнса тăракан йыша хӳтĕлев вырăнĕ тупма команда панă. Тăшман хăйне асăрханине ăнланса илсе атака пуçланă. Анчах Раççей çар çыннисем вĕсене пĕтĕмпех аркатнă. И.Макаров 6 националиста хăй тĕп тунă. Тĕрĕс йышăнупа тăшмана пĕтернĕ, йыша та, техникăна та сыхласа хăварма пултарнă. Аслă лейтенантăн ытти наградисем çумне паттăрла çапăçнăшăн Суворов медалĕ хутшăннă.

И.Макаров Çĕнĕ Мăрат ялĕнче кун çути курнă. Çак ялтах вăтам шкул пĕтернĕ. Вĕренӳре те, спортра та малтисен йышĕнче пулнă. ,çченлĕхĕпе, кăмăл çирĕплĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Тюменьти çарпа инженерсен команднăй училищинчен (çар институчĕ) сывлăш-десант çарĕ специализаципе вĕренсе тухнă. Ачаран çĕршыв хӳтĕлевçи пулма ĕмĕтленнĕскер умне лартнă тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарни хăех çитĕнӳ. Çар çыннин ĕçĕсене пурнăçлама ăна Псков хулине янă.

Çемье çавăрса мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Юратнă çыннишĕн, ачисемшĕн, ашшĕпе амăшĕшĕн, шăллĕсемшĕн, пур çывăх тăванĕсемшĕн вăл тĕслĕх вырăнĕнче, вĕсен тĕрекĕ, шанчăкĕ. Хамăр ентешпе мухтанатпăр! Малта ăна çĕнтерӳ кăна кĕттĕр, малашне те çухатусем ан пулччăр. 

А.Матросова.

Валери Макаров

(И.Макарова халалласа).

Ашшĕне каларĕ ывăл

Шăппăн, ерипен%

«Эп салтак пулатăп,— терĕ,—

Кайăп вĕренме».

Хутаçне вăл халь пуçтарчĕ,

Хучĕ хутсене.

Тум-тирне унта чăмтарчĕ,

Чикрĕ пушмакне.

Ирпеле ирех вăранчĕ,

Чĕнчĕ вăл пире%

Ашшĕ, амăш, иккĕ шăллĕ,

Сыв пулас тесе.

Пилĕк çул сисмесĕр иртрĕ,

Пилĕк кун пекех.

Аслă ывăл, савнă ывăл!

Ил манран — пилех.

Пул эс харсăр, çирĕп чунлă,

Хисепле пире.

Çĕршыва хӳтĕлемешкĕн

Вĕрентеç сире.

«Кам эсĕ;» — тесе ыйтсассăн,

 Хуравла «Чăваш!» —тесе

«Çĕршыву ăçта;» — тесессĕн…

«Вăл-çке Раççейре!!!».

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *