Вырмара вырмасан, çăкăр çиеймĕн

Вырма вăхăчĕ çитсессĕн çĕр ĕçченĕн пĕр канăç та çук — çитĕнтернĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшмалла. Уяр çанталăкпа усă курса «сарă ылтăна»      пӳлмесене вăхăтра кĕртсе хуни темрен те хаклă.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсем, фермер хуçалăхĕсем вырма ĕçĕсене пикенсе пыраççĕ. Иртнĕ эрнере «Слава картофелю» агрофирма, «Родина» фермер хуçалăхĕ, «Дружба» ЯХПК вырмана тухрĕç. Çак кунсенче ыттисем те ĕçе тытăнма хатĕр тăраççĕ.

«Родина» фермер хуçалăхĕн  хирĕсенче ĕç кал-кал пырать, комбайн-трактор шавĕ таçтанах илтĕнет.  Унти ĕç-хĕлпе çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн тĕп агрономĕ Радий Басников паллашрĕ.

«200 гектар çинче кĕрхи тулă çитĕнтертĕмĕр. Уяр кунсемпе туллин усă курса ăна кĕске вăхăтра çапса пĕтерме тĕллев лартнă. Тухăç кашни гектартан вăтамран 40 центнера яхăн. Халĕ «Полесье» комбайн кĕрхи тулă хирĕнче ĕçлет. Ун хыççăн тата  101 гектар çинчен урпа пуçтарса кĕртмелле», — паллаштарчĕ лару-тăрупа Анатолий Потемкин ертӳçĕ.

Хуçалăхра чылай çул тăрăшакан Сергей Васильевич Тимофеев комбайнер,  Михаил Юрьевич Фадеев тракторист вырма вăхăтĕнче хăйсен техникисем çинчен анмаççĕ те темелле.    Вĕсем шаннă ĕçре яланах тăрăшуллă, хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче кашни минут хаклă пулнине лайăх пĕлеççĕ.

Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлесси çинчен те манма çук. Çавăнпа та «Родина» фермер хуçалăхĕнче  ку ĕçе тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Кашниех хăйсене шанса панă тивĕçсене тăрăшса пурнăçланине кура ĕнтĕ ĕç кал-кал пырать. Фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх валли чи паха апат хатĕрлеççĕ тесен те йăнăш пулмать. Виçĕ çул ĕнтĕ вĕсем урпапа пăрçа хутăшĕнчен сенаж   хываççĕ. Кăçал ăна 600 тонна янтăланă. Çак хутăша вара пĕтĕмпех ятарлă пленка ăшне «консервăлаççĕ». Кун пек тунин паха енĕсем нумай. Фермер хуçалăхĕнче 200 тонна утă хывнă, кĕр тыррисене акма 50 гектар çĕр хатĕрленĕ.

— Выльăх-чĕрлĕх паха апата  çав тери юратса çиет. Вăл сăвăм çине питĕ пысăк витĕм кӳрет, — терĕ Анатолий Потемкин.  

Вырмара вырмасан çăкăр çиеймĕн, теççĕ халăхра. Çакна асра тытса пикенсех уйра тар тăкаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Вырма ĕçне пĕлни, техника юсавлă пулни тыр-пула вăхăтлă та çухатусăр пухса кĕртме май парасса шанаççĕ вĕсем.

— Хальлĕхе, пĕтĕмĕшле илсен, вăтам тухăç кашни гектартан 40 центнертан кая мар. Кăçал  çанталăк  аван тăчĕ, çумăрĕ  те пулчĕ, хĕвелĕ те хĕртрĕ. Халĕ вара çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртме уяр кунсем пулччăр. Тыр-пула сутса тупăш илес кăмăлпа ĕçлетпĕр. Анчах та унăн  сутлăх хакĕ йӳнĕ пулни пăшăрхантарать. Паянхи куна кĕрхи тулă хакĕ 12,27 тенкĕ çеç. Çакă пире тивĕçтермест, паллах, — пăшăрханса калаçрĕ  фермер хуçалăхĕн  ертӳçи.

А.Ефремова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *