Контейнер тулнă, çӳп-çап выртать

Контейнер тулнă, çӳп-çап выртать

Пурăнакан вырăн илемлĕ те хăтлă пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Тăтăшах субботниксем те, йывăç-тĕм лартмалли кунсем те йĕркелеççĕ.  Ырă   та пуçаруллă ĕçсем пирки хаçат страницисенче, социаллă сетьсенче сахал мар çыратпăр.  Анчах та çав вăхăтрах кăмăла хуçакан ӳкерчĕксем те тĕл пулаççĕ.  Акă, Завод урамĕнчи тата Кĕçĕн Каçалти çӳп-çап пуçтаракан контейнерсене курсассăн кăмăл хуçăлчĕ. Кун пек вырăнсем çак адреспа çеç мар, ытти  нумай çĕрте те çакăн пекех лару-тăру.   Контейнерсене  çӳп-çап тултарнипе пĕрлех, ун тавра тата мĕн кăна çук-ши?   Çӳп-çапа çаплах силлесе хăварнă, михĕсене те тултарнă, ещĕксемпе илсе килсе лартнă. Унпа пĕрлех тата пахчаран тасатса тухнă çумкурăка, йывăç турачĕсене те çакăнтах килсе пăрахма хал çитернĕ. Кил-çуртри шифоньер алăкĕсем, хăмасем те контейнер çывă- хĕнче вырăн тупнă. Çакăн пек килĕшӳллĕ-ши вара?  Тасамарлăх хуçаланнинче çӳп-çап илсе тухакан компани айăпĕ те  пурах пулĕ. Вăл ĕçе вăхăтра пурнăçламан.  Çав вăхăтрах вара хыт каяшсене турттарса тухакан «МВК «Экоцентр»  общество  пĕрре кăна мар асăрхаттарнă: çум курăк, хăма, пысăк калăпăшлă япаласем контейнерсене пăрахма юрамасть. Вĕсене турттарса тухма ятарлă заявка памалла.

Çывăхра пурăнакан, иртсе çӳрекен çынсен кăмăлне çакăн пек ӳкерчĕк ан пăстăр тесен тирпейлĕрех пулма тăрăшасчĕ. Контейнер тавра çӳп-çап пăрахас марччĕ. Вĕсем çил тухсан тавралăха вĕçсе сапаланаççĕ, йытă-кушак  та  вĕсене сĕтĕрсе пĕтерет. Тирпейлĕрех пуласчĕ.

А.АНТОНОВА. 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *