Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче 5688,5 тонна утă хатĕрленĕ, 8700 тонна  сенаж, 4788 тонна силос  янтăланă. Кĕрхи культурăсене акса хăварма та çĕр вăхăтра хатĕрлемелле. Хальлĕхе хуçалăхсенче ку ĕçе 517 гектар çинче пурнăçланă.

Вырмана тухнă хуçалăхсем: «Слава картофелю» агрофирма, «Родина» фермер хуçалăхĕ, «Дружба» ЯХПК  17,3  гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ, 68,6 тонна пӳлмесене кĕртнĕ.   Кашни гектартан вăтамран 39,4 центнер пуçтарнă. Чи пысăк тухăç илекенсем — «Родина» фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем. Вĕсем кашни гектартан  вăтамран 40 центнер çапса тĕшĕленĕ. Çавăн пекех  «Слава картофелю» агрофирмăра  — 35 центнер, «Дружба» ЯХПК-ра  — 35  центнер.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *