Понедельник, 29 апреля

Маттур сутуçăсемпе кашниех кăмăллă

 Июлĕн 23-мĕшĕнче Раççейри  суту-илӳ ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май  ĕçре маттур та тăрăшуллă сутуçăсене палăртса хăварни вырăнлă. Сăмах май каласан, вĕсем  Комсомольски  райповĕнче сахал мар. Тĕсĕхрен, асăннă тытăмăн «Книги» суту-илӳ лавккинче   тăрăшакансенех илер. Кунта чăннипех те ĕçе чунтан парăннă сутуçăсем ĕçлеççĕ.

—  Рина Векова  тата Ирина Смирнова  туянакансемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ, сĕнӳ-канашпа  пулăшаççĕ, кирлĕ тавара тупса параççĕ, — теççĕ вĕсем пирки районта пурăнакансем.

«Книги» магазина  куллен чылай çын çӳрет. Кам тетрадь, ручка-кăранташ, хут,  тепри кĕнеке, виççĕмĕшĕ хаçат-журнал туянма кĕрет.  Асăннă магазин  сентрисем яланах  тулли те пуян, тавар çителĕклех.  Рина Аркадьевнăпа Ирина Геннадьевна кунсерен вун-вун çын ыйтăвне тивĕçтереççĕ, кашни килен-каянах кирлĕ тавар сĕнеççĕ. Унпа пĕрлех тавара саккаспа та  кӳрсе килеççĕ.   Рина Векова суту-илӳре 12 çул ĕçлет, Ирина Смирнова та 10 çула яхăн шаннă ĕçре тӳрĕ кăмăлпа тăрăшать. Ĕç опычĕ    кулленхи ĕçре сахал мар пулăшу    кӳрет. ,çченсем тарават та маттур, вăр-вар. Çакă уйрăмах килĕ-шет те тавар туянакансене.

Акă, халĕ сутуçăсен уйрăмах хĕрӳ вăхăт пуçланать, июль — август уйăхĕсенче «Шкул пасарĕ» акци  вăй илет.  Çак вăхăтра  сутуçăсем шкула кайма хатĕрленекенсене  тĕрлĕ кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянма сĕнеççĕ. Чи хастар туянакансене сертификатсемпе хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ. Çавăнпа та шкула кайма хатĕрленекенсем  «Шкул пасарне» çитсе килме пултараççĕ.

А.Антонова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *