Воскресенье, 28 апреля

«Тӳрĕ эфир» ыйтусем хуравсăр пулмĕç

«Тӳрĕ эфир» ыйтусем хуравсăр пулмĕç

Влаçпа халăха куçа-куçăн хутшăнма халĕ мелсем питĕ нумай. Интернет, социаллă сетьсем ку çыхăнăва йĕркелеме тĕрлĕ енлĕ майсем уçса параççĕ. Çакă районта пурăнакансене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене вырăнти ертӳлĕх патне тӳреммĕн çитерме пулăшать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов  та социаллă сетьсенче активлă. Юнкун  акă, «Вконтакте» социаллă сетьре черетлĕ «тӳрĕ эфир» иртрĕ. Интернет уçлăхĕнчи калаçу, тĕпрен илсен, кăçалхи 1-мĕш çурçулта пурнăçланă ĕçсем пирки пулчĕ. Эфир Чăваш Республикинчи регион управленийĕн центрĕ пулăшнипе иртрĕ.

Чи малтанах ертӳçĕ районта кăçал пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич паянхи кун çулсене йĕркене кĕртни, обществăлла вырăнсене хăтлăлатни, вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсавсем мĕнле иртни пирки каласа пачĕ. Июнь уйăхĕнче район территорийĕнче вăйлă çил-тăвăла, çумăра тата аслатие пула  вĕренӳ учрежденийĕсем, уйрăм хуçалăхсем чылай шар курчĕç. Вĕсене тивĕçлĕ пулăшу кӳрес енĕпе ĕçсене пĕтĕмпех йĕркеленĕ, строительство ĕçне пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрнă, уйрăм çынсене пулăшупа тивĕçтернĕ.   

Подписчиксенчен те чылай ыйту килнĕ. Ытларах район аталанăвĕ, çамрăксен канăвне йĕркелесси, туристсене ытларах илĕртесси, çул-йĕре юсасси, хуçасăр йытăсене, пурăнакан вырăна хăтлăлатасси  тата тилĕсене тытасси кăсăклантарать. 

Администраци пуçлăхĕ ыйтусем çине туллин хуравларĕ. Тĕслĕхрен, хуçасăр йытăсене тытас енĕпе  ĕçе пуçăннă,  хальлĕхе   43-шне тытнă. Вăрманхĕрри Чурачăк ялне илсе çитерекен çула та çитес çул юсама плана кĕртнĕ. Унпа пĕрлех пурăнакан вырăна хăтлăлатас енĕпе те чылай ĕç пурнăçлаççĕ. 

«Тӳрĕ эфирпа» туллин паллашма та май пур. Ăна  «Вконтакте»  сетьри А.Осиповăн  официаллă страницинче тупма пулать.

А.Мариян.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *