Понедельник, 29 апреля

Хаксем пĕр евĕрлех

Хаксем пĕр евĕрлех

Районти уйрăм çынсем выльăх-чĕрлĕх чылай тытаççĕ. Халăх тĕпрен илсен мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçлет. Сăвакан ĕнесем те сахалах мар.

Халăхран сĕт пуçтарас тĕлĕшпе пирĕн районта 20 ытла предприяти-организаци, уйрăм предпринимательсем ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕпрен илсен пĕр килограмм сĕте 24 тенкĕпе туянаççĕ. Елчĕк районĕнчи «Молоко» ООО Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче, «Искра» колхоз Александровка ял тăрăхĕнче 25 тенкĕпе, «Асаново» ЯХПК Асанкасси ял тăрăхĕнче 24,5 тенкĕпе пуçтарни паллă (кăтартусем июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне).

К.Гимальдинов.

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *