Июлĕн 23-мĕшĕнче Раççейри суту-илӳ ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май ĕçре маттур та тăрăшуллă сутуçăсене палăртса хăварни вырăнлă. Сăмах май каласан, вĕсем Комсомольски райповĕнче сахал мар. Тĕсĕхрен, асăннă тытăмăн «Книги» суту-илӳ лавккинче тăрăшакансенех илер. Кунта чăннипех те ĕçе чунтан парăннă сутуçăсем ĕçлеççĕ.
— Рина Векова тата Ирина Смирнова туянакансемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ, сĕнӳ-канашпа пулăшаççĕ, кирлĕ тавара тупса параççĕ, — теççĕ вĕсем пирки районта пурăнакансем.
«Книги» магазина куллен чылай çын çӳрет. Кам тетрадь, ручка-кăранташ, хут, тепри кĕнеке, виççĕмĕшĕ хаçат-журнал туянма кĕрет. Асăннă магазин сентрисем яланах тулли те пуян, тавар çителĕклех. Рина Аркадьевнăпа Ирина Геннадьевна кунсерен вун-вун çын ыйтăвне тивĕçтереççĕ, кашни килен-каянах кирлĕ тавар сĕнеççĕ. Унпа пĕрлех тавара саккаспа та кӳрсе килеççĕ. Рина Векова суту-илӳре 12 çул ĕçлет, Ирина Смирнова та 10 çула яхăн шаннă ĕçре тӳрĕ кăмăлпа тăрăшать. Ĕç опычĕ кулленхи ĕçре сахал мар пулăшу кӳрет. ,çченсем тарават та маттур, вăр-вар. Çакă уйрăмах килĕ-шет те тавар туянакансене.
Акă, халĕ сутуçăсен уйрăмах хĕрӳ вăхăт пуçланать, июль — август уйăхĕсенче «Шкул пасарĕ» акци вăй илет. Çак вăхăтра сутуçăсем шкула кайма хатĕрленекенсене тĕрлĕ кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянма сĕнеççĕ. Чи хастар туянакансене сертификатсемпе хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ. Çавăнпа та шкула кайма хатĕрленекенсем «Шкул пасарне» çитсе килме пултараççĕ.
А.Антонова.