Республикăра «Янăра, чăваш чĕлхи» проект ĕçлеме пуçланă. Ăна Вĕренӳ институчĕ тăван чĕлхене аталантарас тĕллевпе пуçарнă.
Ачасене чăвашла вĕрентес тесен Рутуб-каналта «Янăра, чăваш чĕлхи» занятисен ярăмĕпе паллашмалла. Уроксене Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Оксана Ильина ертсе пырать. Оксана Разиновна Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăсталăх класĕсен «Кĕмĕл перо» конкурсĕн гран-прине çĕнсе илнĕ (2020), вăл — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Тĕп шкул ачисем валли Шупашкарти 40-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Александр Степанов уроксем ирттерĕ. Александр Марсович та Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăсталăх класĕсен конкурсĕн гран-прине çĕнсе илнĕ (2018).