Рутубра чăвашла вĕрентеççĕ

Рутубра чăвашла вĕрентеççĕ

Республикăра «Янăра, чăваш чĕлхи» проект ĕçлеме пуçланă. Ăна Вĕренӳ институчĕ тăван чĕлхене аталантарас тĕллевпе пуçарнă.

Ачасене чăвашла вĕрентес тесен Рутуб-каналта  «Янăра, чăваш чĕлхи» занятисен ярăмĕпе паллашмалла. Уроксене Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулти  чăваш чĕлхипе  литературин вĕрентекенĕ Оксана Ильина ертсе пырать.  Оксана Разиновна  Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе  вĕрентекенĕсен  ăсталăх класĕсен «Кĕмĕл перо» конкурсĕн гран-прине çĕнсе илнĕ (2020), вăл — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Тĕп шкул ачисем  валли Шупашкарти 40-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Александр Степанов уроксем ирттерĕ.  Александр Марсович та Пĕтĕм Раççейри  тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăсталăх класĕсен конкурсĕн гран-прине çĕнсе илнĕ (2018).

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *