Кăçалхи июнь уйăхĕнче РФ Цифра министерстви цифра улшăнăвĕсен ертӳçисемпе командисене хатĕрлекен центрпа пĕрле çĕршывăн регионĕсенчи цифра улшăнăвĕсен ертӳçисен ĕçĕн пахалăхне хаклас методикăна улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ çак çĕнĕлĕхпе хатĕрленĕ 2022 çулхи пĕрремĕш кварталăн оперативлă рейтингĕн кăтартăвĕсем паллă. Ун тăрăх Чăваш Ен пур регионсем хушшинче 25-мĕш вырăнта, Атăлçи федераллă округра вара чи малти виçĕ регион йышĕнче.
Унччехи методикăра патшалăх органĕсем цифра технологийĕсемпе мĕнле усă курнине пур регионта та пĕр шайпа хакланă. Халĕ вара кашни субъектшăн çакна уйрăммăн палăртаççĕ. Çавăн пекех РФ субъекчĕсен çӳлти шайри должноçри сăпачĕсем мĕнле ĕçленине хак панă чухне усă куракан рейтинг кăтартăвĕсене те улăштарнă, вĕсен йышне тепĕр виçĕ кăтарту — IT-отрасле пулăшни, информаци хăрушсăрлăхĕ тата импорта ылмаштарни — кĕртнĕ. Тепĕр ултă кăтартăва çак йышран кăларса пăрахнă. Çав шутра: кешбэка ĕçе кĕртни, цифра улшăнăвĕн стратегийĕ тата программи пурри, вĕренни, компетенцисене хаклани, цифра улшăнăвĕн планĕ пурри.
«Цифра улшăнăвĕсен ертӳçин ĕçне хакламалли методика улшăннă пулсан та, Чăваш Ен хăйĕн шайне сыхласа хăварчĕ, эпир малтанхи пекех Атăлçи федераллă округра малта пыракан виçĕ регион хушшинче. Пысăк хак пани, паллах, малалла ĕçлеме хавхалантарать. Эпир малашне те шая лайăхлатма, цифра компетенцийĕсене ӳстерме тăрăшăпăр. Çакна валли «Цифра экономики валли кадрсем» федераллă проектăн вĕренӳ программисемпе усă куратпăр», — палăртнă ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина.