Понедельник, 24 июня

Тăвансем, хăна пулсамăр тăван ял кĕрекинче!

Тури  тата Анат Тимĕрчкасси ялĕсем çинчен асăнни 16-мĕш ĕмĕрти документсенче пур. Легенда хальхи Йĕпреçпе Патăрьел хушшинчи вырăнта аслă çул пулни çинчен калать. Паян эпир Хурăнсар текен касра шурлăхлă-путлăхлă вырăн тăнă. Кунта лавçăсен ураписен кустăрмисем час-часах ваннă, тĕнĕлĕсем, туртисем хуçăлнă. Вĕсене тӳрлетнĕ май яланхи ĕç пулнипе икĕ пĕр тăван çав вырăн çывăхĕнче пурăнма пуçланă. Авланса çемьеллĕ пулнă хыççăн пĕр тимĕрçи Хăнтăрла юхан шывăнчен тăвалларах, тепри анатарах вырнаçса тĕпленнĕ. Вĕсем вара Тури тата Анатри Тимĕрчкасси ялĕсене пуçарса янă та. Çапла вара ял ячĕ те тимĕрçĕ сăмахран пуçланса кайнă пулать.

Унтанпа Хăнтăрла юхан шывĕ тăрăх нумай шыв-шур юхса иртнĕ ĕнтĕ. Ялсем пысăкланса аталансах пынă. 1930 çулсенче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче «Çĕнтерӳ», Анат Тимĕрчкасси ялĕнче «Красный борец» артельсем йĕркеленĕ. 1963 çулта икĕ пĕрлешӳллĕ хуçалăх «Луч» колхоз пулса тăнă. Вăхăт иртнĕçемĕн ялсенче социаллă-культурăлла объектсем хута янă, ял çыннисен пурнăç тата йăла  условийĕсем те лайăхланнă. Ку тăрăхра паллă  чылай çын çуралса   ӳснĕ: ăсчахсем, çыравçăсем, çар  çыннисем, культура ĕçченĕсем, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем…

Тăвансем, хăна пулсамăр,

Тăван ял кĕрекинче.

Хăнана килме çул такăр,

Ыр сунса килекенсене!

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче  Тури тата Анат Тимĕрчкасси ялĕсене пуçласа янăранпа 418 çул çитнине халалласа пысăк уяв пулать. Унăн программи анлă та пуян. Вăл ял шкулĕн лапамĕнче ирхине 10 сехетре пуçланать.

Художество пултаруллăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем халăха кунĕпех юрă-кĕвĕпе савăнтарĕç, каçхине 20 сехетре чăваш эстрада çăлтăрĕсем сцена çине тухĕç. Ал ĕç ăстисем хăйсен илемлĕ япалисемпе паллаштарĕç, халăх вăйă картине тăрса çаврăнĕ. Вăй-хал енчен çирĕпписем кĕрешсе, алă вăйне виçсе, вĕрен туртса тупăшĕç. Лапталла, футболла, волейболла выляс енĕпе те ăмăртусем иртĕç, ытти интереслĕ вăйăсем те пулĕç. Савăнăçлă та хаваслă куна фейерверкпа вĕçлеме палăртнă. Пурне те уява чĕнетпĕр!

Саватăп эп сана, çырма-çатраллă ялăм!

Хĕвел сăрт хыçĕнчен хĕссе пăхсан,

Мана эс айлăмран нихçанхинчен уявлăн,

Нихçанхинчен тасан та сыввăн курăнан…

Л.Филиппова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *