Тĕллев — çынсене пулăшасси

Июлĕн 6-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш республикин  чрезвычайлă лару-тăру тата  граждан ĕçĕсен хӳтĕлевĕн  патшалăх комитечĕн  председателĕ  Сергей Павлов пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăн: район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн  начальникĕ  А.Краснов,  ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ Д.Галкин, район прокурорĕ О.Васильев июнĕн 27-мĕшĕнче  çанталăка пула шар курнă çынсемпе вырăнта тĕл пулчĕç, строительство ĕçĕсем епле пынипе паллашрĕç.  Аса илтеретпĕр, июнĕн 27-мĕшĕнче вăйлă çил тăвăла, çумăра, аслатие пула районти чылай уйрăм çын, вĕренӳ учрежденийĕ шар курчĕç. Çил-тăвăл çурт-йĕр,  шкул, хуралтă,  гараж  çивиттийĕсене  сӳсе пăрахрĕ, чылай çĕрте хуралтăсем те ишĕлнĕ. Çавна май Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев шар курнă çынсене пулăшма   хушу кăларнă.

Паянхи куна илес пулсассăн, Тукай Мишер, Хырхĕрри, Асанкасси, Урмаел, Александровка ялĕсенче пурăнакансен хуçалăхĕсенче хĕрӳ ĕç пырать. Пур çĕрте те уяр кунсемпе  усă курса ĕçсене вĕçлесшĕн.  Çурт çивиттине витмелле, картасене тирпейлемелле, хуралтăсене хăпартмалла. Александровка ялĕнче вара çиçĕме пула икĕ çурта вут хыпса илнĕ, пушар алхаснă.   Вĕсен пурнăçламалли ĕç татах та нумайрах. 

Сергей  Павлов  шар курнă çынсемпе  тĕл пулнă  май, епле майпа пулăшу илмелли йĕркепе  тĕплĕн паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. 

Влаç органĕсенче тăрăшакансен тĕллевĕ — çанталăка пула шар курнă çынсене вăхăтра пулăшу кӳресси.  Ку енĕпе вара районта пурăнакансене тӳрех пулăшма тытăннă.  Çавăн пекех уйрăм хуçалăхсене страхлани те тăкаксене саплаштарма май парать. 

Вĕренӳ учрежденийĕсенче те çитес вăхăтра юсав ĕçĕсем пуçланмалла.  

А.Антонова. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *