Июлĕн 2-мĕшĕнче Комсомольски район центрĕнчен виççĕмĕш мĕш хут «100 км — мĕншĕн тесен эпир пĕрле» («100 км — потому что мы вместе») профсоюз ĕçченĕсен велосипед чупăвĕ старт илчĕ.
Велочупăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ Р. Мансуров, район адмиинстрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, «Профсоюз ТВ» тĕп редакторĕ С.Драндров, «Всероссийский Электропрофсоюз» обществăлла организаци председателĕн çумĕ А.Мурашкин саламларĕç, чупура ăнăçу сунчĕç.
Палăртса хăвармалла, республикăра виççĕмĕш хут йĕркелекен чупăва хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал велочупăва 17 регионти, Узбекистанри спортсменсем тата велосипедпа ярăнма кăмăллакансем хутшăнчĕç. Вĕсем Каçал тăрăхĕнчен старта тухрĕç те, ăна Тутарстан республикин Пăва районĕнче вĕçлерĕç. Велосипедпа районти хастар çынсем те старта тăнă. Вĕсем 100 çухрăма çăмăллăнах парăнтарнă.
А.Антонова.