Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Районти пĕрлешӳллĕ хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем малалла пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне 1874 гектар нумай çул ӳсекен курăксем çулнă. 1425 тонна утă хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Труд» ЯХПК, «Родина» ООО (200-шер тонна), «Искра» колхоз (150 тонна) хуçалăхсен кăтартăвĕсем пысăкрах. Районĕпе 3488 тонна сенаж, 1778 тонна силос хывнă. Хальлĕхе «Асаново» ЯХПКра 1200 тонна, «Рассвет» ЯХПКра 1140 тонна, «Дубовка» ОООра 1100 тонна сенаж, «Луч» ЯХПКра 1000 тонна силос пур.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *