Четверг, 18 апреля

Чи маттуррисене чысларĕç

Кашни çулах июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне уявлаççĕ. Кăçал вăл июлĕн 2-мĕшĕ тĕлне лекрĕ. Районти кооператорсем, паллах, ку уявран айккинче тăрса юлмарĕç. Июлĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски райповĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.

Кооператорсене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, райпо ветеранĕ Евгений Карпеев  уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, малашне те тăрăшса ĕçлеме, малта пыма сунчĕç.

Райпо канашĕн председателĕ Светлана Грачева кооператорсен ĕçри çитĕнĕвĕсем пысăк пулни çинче чарăнса тăчĕ. Чăнах та, пирĕн райпо ĕçченĕсем потребительсен обществисен республика шайĕнчи ăмăртăвĕсенче час-часах мала тухаççĕ. Кăçал та вĕсем пĕрремĕш кварталти пĕтĕмлетӳсем тăрăх республика шайĕнче  лайăххисен йышĕнче пулнă.

Тĕрлĕ конкурс-фестивальсенче те райпо ĕçченĕсем çулсерен палăраççĕ.  «Тарават Чăваш  ен», «Вкусы Чувашии»  фестивальсенче пирĕн кооператорсем нихăçан та айккинче тăрса юлмаççĕ. Районта йĕркелекен уявсем те вĕсемсĕр  иртмеççĕ. Çакна  Мария Илларионова  хăйĕн сăмахĕнче уйрăммăн палăртса,  райпо коллективне уяв ячĕпе саламласа парнепе чысларĕ.

Уявра  чи маттур ĕçченсене, нумай çул райпо тытăмĕнче вăй хуракансене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем, Дипломсем тата парнесем пачĕç.   Надежда Демина «Потребкооперацин ветеранĕ»  хисеплĕ ята илме тивĕç пулчĕ. Людмила Кузьминана  райпо тытăмĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн  «Потребительсен кооперацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» паллăпа чысларĕç.  Зинаида Макаровăна «Чăваш Республикинчи потребкооперацийĕн хисеплĕ ветеранĕ» паллăпа саламларĕç.  Сергей Толстова  Чăвашпотребсоюзăн хисеплĕ ĕçченĕсен  йышне кĕртнĕ. Çавăн пекех райпора чылай çул ĕçлекенсене Алевтина Читнаевăна, Флорида Миназетдиновăна, Галина Филипповăна, Вера Гавриловăна, Юлия Ивановăна, Фаина Шалинăна, Валентина Михайловăна Чăвашпортебсоюз Хисеп грамотипе, Алексей Лебедева тата Гузелия Хамбиковăна Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав хучĕпе, Ирина Зайцевăна, Алексей Толстова, Гелюсе Шамуковăна Рушания Каримуллинăна райпон Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Комсомольски райповĕн профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисене Александр Голыев, Инга Акчурина, Наталья Егорова, Алиса Кокшина тивĕçрĕç.

Светлана Грачева малашне те килĕштерсе ĕçлеме, районта пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе, тĕрлĕ пулăшусемпе вăхăтра тивĕçтерсе çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ туса пыма сунчĕ.

Уява пухăннисене «Салам»  ансамбль илемĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

 А.МАРИЯН.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *