Акана вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ

Акана вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ

Уяр кунсемпе усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хирте чылай ĕç пурнăçларĕç. Пĕрчĕллă тата пăрçа йышши тырăсене акса пĕтернĕ хуçалăхсем те йышланчĕç, хăш-пĕр çĕрте техника кĕреймен, путакан вырăнсем анчах юлнă.

Июнĕн 7-мĕшĕ тĕлне районĕпе 10 пин гектара яхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акнă. «Дружба», «Рассвет» ЯХПКсем, «Сюрбеево» ООО, «Слава картофелю», «Комсомольские оващи» агрофирмăсем, Самаринăн фермер хуçалăхĕ «иккĕмĕш çăкăр» лартас енĕпе ĕçлеççĕ. Ку ĕçе 530 гектара лаптăк çинче пурнăçланă. 900 гектара яхăн куккурус акнă.

Районта уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Хуçалăхсем мĕн акма-лартма палăртнине çывăх вăхăтра вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *