Суббота, 27 апреля

Турнир иккĕмĕш хут иртнĕ

Июнĕн 4-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра Чăваш Республикин  пĕрлештернĕ волейбол командин  членĕ, Артем Филиппов  ячĕпе волейбол турнирĕ йĕркеленĕ.

Турнира  район пуçлăхĕ Ремис Мансуров,  район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Юрий Митюков, Комсомольски  ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова,  Артем Филиппов ашшĕ Геннадий Филиппов  уçнă, вĕсем спортсменсене ăнăçу суннă.

Чи малтанах турнира хутшăнакансене районти «Островок» ташă ушкăнĕ  чăваш ташшипе  савăнтарнă. Унтан  Комсомольски тата Шупашкар хулин хĕрсен волейбол  командисем туслă вăйăра вылянă, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашнă.  

 Кăçалхи турнира республикăри тата унăн тулашĕнчен 10 команда килсе çитнĕ. Çавна май  вăйăсене  «Кĕтне»  ФСК спортзалĕнче, Тукай Мишер тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче йĕркеленĕ. Хĕрӳ тупăшура Йошкар-Ола хулинчен килсе çитнĕ «Газовик» команда çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Красноармейски салин спортсменĕсем, 3-мĕш вырăнта — «Скала» (Шупашкар хули). Çĕнтерӳçĕ командăсене парнесемпе, Дипломсемпе чысланă. Çавăн пекех чи лайăх  вылякансене те палăртнă.

П.Порядков. 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *