Суббота, 20 апреля

Каникулта выля та кул, çул çинче йĕркеллĕ пул

Каникулта выля та кул, çул çинче йĕркеллĕ пул

Районти шкулсенче вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ, юлашки шăнкăрав та янăрарĕ. Ачасем чăтăмсăррăн кĕтекен çуллахи вăрăм каникул пуçланчĕ.

Çавăнпа та кашни ача, ашшĕ-амăшĕ ăшă çу кунĕсем хаваслă та асра юлмалла, пăтăрмахсăр, инкек-синкексĕр иртчĕр тесе тăрăшмалла. Чăваш Республикинче патшалăх çул-йĕр авто-инспекцийĕпе тата çак ыйтупа тимлекен министерствăсемпе, ведомствăсемпе йĕркелекен «Внимание — каникулы!» профилактика мероприятийĕ те çак тĕллевпех çыхăннă. Вăл майăн 16-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен иртет. Çакна та палăртса хăвармалла: каникул вăхăтĕнче çул çитмен ачасем хутшăннипе пулакан аварисен йышĕ ӳсет. Тепĕр чухне шăпăрлансем аслисен тимлĕхĕ çитменнипе çул çине тухса каяççĕ, водительсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Аваринче ачасем аманни вара питĕ пысăк инкек. Çулталăк пуçланнăранпа республикăри çул-йĕр çинче шута илнĕ инкексенче пĕр ача вилнĕ, 25-шĕ аманнă.

«Внимание — каникулы!» профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче районти çул-йĕр инспекторĕсем рейдсем, акцисем ирттереççĕ, водительсем çул-йĕр правилисене пăхăннисене тĕрĕслеççĕ тата ытти те. Çавăнпа та пĕчĕк ачасене ятарлă ларкăчсăр автомашинăпа илсе тухмалла мар. Хăрушсăрлăх пиçиххипе усă курни те, хăвăртлăха пăхăнни те çул çинчи инкек-синкеке сирме пулăшĕ.

Каникулта çул çитмен ачасене килте пĕччен тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Вĕсем автомашина çулĕ çине тухса кайма та, кирлĕ мар вырăнтан чупса каçма та пултараççĕ. Ачасене çул çинче йĕркене пăхăнмалли пирки ача сачĕсенче те, шкулта та, килте те ăнлантармалла. Уйрăмах велосипедпа, самокатпа, скутерпа çӳренĕ чухне асăрханмалла, çул-йĕр правилине пăхăнмалла.

П.Рубцов,

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский»

 уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *