Пятница, 26 апреля

Пилĕк салтак амăшĕ

Вăрçă хыççăнхи ачасем йывăр вăхăтра çитĕннĕ пулсан та тулли вăй-халпа, хавас кăмăл-туйăмпа  пурăнма май çитернĕ. Ачалăх мĕнне лайăххăн пĕлме те тӳр килмен вĕсен. Апла пулин те вĕсем тĕрлĕ пăрăнăçсенчен чыслăн тухса пурнăçа йĕркелесе пынă, йывăр ĕçре пиçĕхсе кăмăлĕсене çирĕплетнĕ.

Йăлмахвари хресчен çемйинче 1945 çулта çут тĕнчене килнĕ Вера Александровна Ефремован пурнăçĕ пирки сăмах пуçласан чи малтанах çакна каламалла: вăл пачах та çăмăл килмен, апла пулин те ĕçре иртнĕ кун-çулне хĕрарăм пачах та хурламасть…

Вера, нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ май, мĕн пĕчĕкренех ĕçе кӳлĕннĕ, малтанах кил-çуртра пулăшнă, каярах — колхозра. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах колхоз ани çинче тăрăшнă. 1963 çулта шкултан вĕренсе тухнă, çав çулах фермăра ĕçлеме пикеннĕ. Çăмăлах пулман çамрăк хĕре дояркăра ĕçлеме, кашни ĕнене алăпа сумалла пулнă. Тăрăшуллăскер, нихăçан та ĕçрен хăраса тăман. Вера куллен шуçăм тухиччен ирхи сăвăма васканă, хăйне шанса панă ĕнесене яланах лайăх пăхма тăрăшнă.

1964 çулта Вера Александровна Томск облаçне чукун çул тунă çĕре ĕçлеме кайнă. 1967 çулта унтан таврăнсан çулталăк хушши ялти магазинта ĕçленĕ. Çав çулах Йăлмахва ялĕн каччипе Иван Савельевич Ефремовпа çемье çавăрнă. Качча кайнă хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă. Мăшăрĕпе вĕсем пилĕк ывăл çуратнă. Пĕрле ачасене ӳстерсе, пурнăçпа киленсе çеç пурăнмалла та… Ялан эпир шутланă пек, ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав. Вера Александровнăн мăшăрĕ 1985 çулта вăхăтсăр çĕре кĕрет. Хĕрĕх çула çеç çитнĕ хĕрарăмпа пилĕк ачи çемье тĕрекĕсĕр тăрса юлаççĕ.

Йывăр-и, çăмăл-и ăна — нихăçан та палăртман тăлăх арăм. Хăй вара канлĕх мĕнне пĕлмен. Вăл чун тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратса тивĕçлĕ çынсем тăвассишĕн чун хавалне шеллемесĕр тăрăшнă. Вера аппан ăшă кăмăлĕ, ырă сăмахĕ пурин валли те çитнĕ. Ачисем чирлесен те, хуйхă-суйхăпа савăнăç пулсан та, чи малтан çакна аннен чĕри туять. Вăл вара хăй çинчен шухăшламасăр ачисене пулăшма тăрăшать, эмел вырăнне ăшă сăмахсем каласа хуйха пусарать.

Çирĕп чунлă хĕрарăм  хăй пурнăç парнеленĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Унăн пилĕк ывăлĕ те çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ӳснĕ, пурте салтака кайса килнĕ. Куншăн савăнать Вера аппа, кашни ачи ăçта службăра пулнине йăлтах астăвать вăл. «Коля Томск облаçĕнче Колпашово хулинче хĕсметре пулнă, Саша — Венгринче, Юрий — Мускав облаçĕнче, Рязань  хулинче, кайран Югославине çитнĕ,  Алик — Иркутск облаçĕнче Чита хулинче пограничник пулнă, Сергей Арменинче служба ирттернĕ», — хавхаланса пĕлтерчĕ ачасен амăшĕ. Халĕ ывăлĕ-сем мăшăрланнă, унăн çичĕ мăнук.

В.А.Ефремова тивĕçлĕ канăва кайичченех «Знамя» колхозра вăй хунă. Сысна ферминче те ĕçлеме тӳр килнĕ унăн. Бригадăра ĕçленĕ чухне сенĕк, кĕреçе тата ытти ĕç хатĕрĕсем çулталăк тăршшĕпех колхозницăсен аллинчен кайман. Вăл вăхăтра механизаци, паянхи кунпа танлаштарсан, аталанса çитеймен-ха. Утă-улăм пуçтарассине те, çулассине те алă вăйĕпе тунă. Çуллахи вăхăтра Вера аппа колхоз çум курăкран тасатма паракан выльăх кăшманĕн, çĕрулмин тата ытти культурăсен пайĕсене илсе ĕçленĕ, ачисем пулăшма çӳренĕ.

Вера Ефремова пирки таврара ырă ят кăна çӳрет. Пенсие тухсан та тӳрех ĕçе пăрахман хастар хĕрарăм. Тӳрĕ кăмăлпа чылай çул тăван хуçалăхра тăрăшнăшăн вăл Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă.

Кăçал Вера аппа 77 çул тултарать. Çав çула çитсе те самана уттинчен юлма шутламасть вăл, хаçат вулать, телекăларăмсене пăхать, телефонпа калаçать… Уйрăмах радио итлеме юратать, пĕтĕм хыпарсене пĕлсе тăрать. «Наци радиовĕ»  пуринчен ытларах килĕшет ăна. Çак ырă кăмăллă хĕрарăм тăванĕсене радио урлă çуралнă кунĕсенче, юбилейсенче саламлать.

 

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *