Паттăр ентешсемпе мухтанар

Паттăр ентешсемпе мухтанар

Вăрçă… Пур-ши çĕр çинче çакăнтан хăрушăрах сăмах.  Вăрçă вăл — куççуль,  юн,  вилĕм,  çĕршер çын нуши-терчĕ,  хуйхи-суйхи,  татăлнă ĕмĕчĕ.    Миршĕн,  тăнăçлăхшăн кĕрешекенсем нумай пулин те,  çак хăрушă инкек унта та кунта сиксе тухать.    80 çул каярах вăрçăн хаяр вучĕ пирĕн çĕршывра та алхаснă.    Фашистла Германи эшкерĕсем Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕ.    Вĕсене хирĕç пур халăх ывăлĕ-хĕрĕ те пĕр йыш пек çĕкленнĕ.  

1942 çулта Ленинград облаçĕн территорийĕнче хаяр çапăçусем пынă.    Вĕсене Йăлмахва ялĕн çыннисем те хутшăннă% Алексей Сергеевич Миронов (1908 ç.   ç.   ),  Николай Филиппович Филиппов (1904 ç.   ç.   ),  Фадей Иванович Чернов (1900 ç.   ç.   ).    А.   С.    Миронов 1942 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Тосенски районĕнчи Дубовик ялĕнче пуç хунă.    Ф.   И.   Чернов 1942 çулхи майăн 5-мĕшĕнче аманса Ленинград облаçĕнчи Коровий Ручей ялĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.    Н.   Ф.   Филиппов 1942 çулхи августăн 20-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Киришски районĕнчи Находко ялĕнче аманнă хыççăн  вилнĕ.  

Йăлмахва ялĕнче çуралса ӳснĕ Радислав Васильевич Филиппова хăйĕн аслашшĕн,  Н.   Ф.    Филипповăн вăрçăри кун-çулĕ питĕ интереслентерет.    Вăл 1996 çулта кăларнă «Астăвăм» кĕнекере хăйĕн аслашшĕ çинчен тупса вуланă,  ОБД сайтĕнче те ун çинчен çырнипе паллашнă.    Çак хыпарпа çеç çырлахман Йăлмахва каччи,  шыравçăсем патне те тĕплĕнрех пĕлес шухăшпа çыру çырса янă.    Ырă кăмăллă çынсем нумаях кĕттермен,  кĕске вăхăтрах хурав панă% «Сирĕн аслаçăра,  Николай Филиппович Филиппова (1904 ç.   ç.   ) 1965 çулта тепĕр хут чавса пытарнă вырăнĕ, Ленинград облаçĕ,  Киришски  районĕ,  Глажевское ял поселенийĕ,  Оломна ялĕ.    Икĕ тăванла масарта 2017 совет салтакĕ канлĕх тупнă».    Çырăва вуласа тухсанах Р.   Филиппов аслашшĕн вилтăприйĕ çине кайса курма çула тухнă.    2019 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Радислав Васильевичăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă,  вăл  аслашшĕн вилтăприйĕ çине çитсе курнă.  

Унтан таврăнсан Р.   В.   Филиппов аслашшĕн вăрçăри кун-çулĕ çинчен тĕпчесе пĕлнĕ.    Кириши хули Ленинградран 51 çухрăмра çеç вырнаçнă.    Совет çарĕсем Киришски районĕнчи нимĕç плацдармне хупăрласа илнĕ.    21 уйăх ытла йывăр çапăçусем пынă.    Çак вырăн Ленинграда каймалли çула уçакан хапха шутланнă.    Фашистсем Ленинград çине наступлени тума,  блокадăн иккĕмĕш ункине питĕрсе лартма планланă.    Çапăçусем çакăнта нумай вăхăта тăсăлнă.    Пирĕн çар чаçĕсем питĕ йывăр условисенче наступление хатĕрленĕ.    Кириши плацдармĕшĕн çапăçни — Ленинградшăн пыракан çапăçу историйĕн пĕлтерĕшлĕ страницисенчен пĕри.    

Радислав Филипповăн шырав ĕçĕ малалла тăсăлать.    Кăçал  тетĕшĕпе Алексей Васильевичпа тата унăн ывăлĕпе Василийпе  майăн 5-мĕшĕнче иккĕмĕш хут аслашшĕ канлĕх тупнă вырăнта пулчĕç.    Унта вĕсем  Чăваш çĕрĕнче  хатĕрлесе хунă асăну хăмине илсе çитерсе вырнаçтарса хучĕç,  каялла тулли кăмăлпа таврăнчĕç.  

Хамăр асаттесен паттăрлăхне асра тытар! Çак пултаруллă ентешсемпе мухтанар,  вĕсенчен тĕслĕх илер.  

П.   Зайцев.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *