Субботника тухар-и?

«Молодая Гвардия» организацин районти уйрăмĕ пурне те экологи субботникне хутшăнма чĕнет.    

«Эпир Комсомольскинчи плотина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çывăхĕнче) йĕри-таврари тасамарлăха пуçтарса унта тирпей-илем кĕртесшĕн.    Хамăршăнах унта хăтлă пулни лайăх.    Канса çӳреме те,  пулăра ларма та кăмăллă пулĕ.    Çак çутçанталăк илемне упрас тĕлĕшпе тунă ĕç çитĕнекен ăрушăн та тĕслĕх вырăнне пулĕ»,  — пĕлтернĕ уйрăм ертӳçи В.   Кокарев.    Экологи акцийĕ майĕн 21-мĕшĕнче иртет.    Субботнике хутшăнас текенсене çитес шăматкун «Рыжий» магазин (СХТ территорийĕ) умне  10.   00 сехетре пуçтарăнма ыйтаççĕ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *