Понедельник, 22 апреля

Эсир – яланах хуралта

Эсир – яланах хуралта

Пушар, пĕчĕк-и вăл, пысăк-и, хуйхă, тăкак илсе килет. Вут-çулăмпа кĕрешме яланах хатĕр тăракансем чыс-хисепе тивĕç. Вĕсем инкек пулнă вырăна хăвăрт çитсе тепĕр чухне пурнăçне шеллемесĕр типшара хирĕç тăраççĕ.

Район центрĕнче вырнаçнă 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем хăватлă техникăпа инкек пулнă çĕре хăвăрт çитме тăрăшаççĕ-ха. Вĕсемсĕр пуçне ялсенче хăйсенче пушар сӳнтермелли техника пулни уйрăмах пысăк пĕлерĕшлĕ. Çакна ăнланса ял хуçалăх предприятийĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕсем темĕнле йывăр пулсан та пушар сӳнтермелли техника тата вĕсемпе ĕçлекенсене тытса тăма тăрăшнине ырламалла. Вĕсен çавăрăнăçулăхне пула чылай чухне вут-çулăм çулне вăхăтра чарса лартма май килет.

Аслă Çĕрпӳел, Хирти Сĕнтĕр, Чĕчкен ял тăрăхĕсен, «Восток», «Асаново», «Труд», «Рассвет», «Дружба», «Алга» ял хуçалăх кооперативĕсен, «Урожай» колхозăн, Канаш лесничествин районти вăрман пушар службин ĕçченĕсем инкек пулнă вырăна тухса кайма яланах хатĕр тăраççĕ.

Кăçал районти 31-мĕш пушар чаçне туса хунăранпа 60 çул çитрĕ. Вут-çулăма хирĕç кĕрешес ĕçе чунтан парăннă, çав тĕлĕшпе нумай çул тăрăшакан,  яваплăха туйса вăй хуракансене юбилей медалĕсем парса чысларăмăр.  Çак наградăна тивĕçнĕ  Г.Е.Ефремов (Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ), Ю.Г.Лукиянов (Чĕчкен ял тăрăхĕ) пуçлăхсем, М.Р.Афанасьев ертӳçĕ («Рассвет» ЯХПК),  Р.В.Михеев («Восток») специалист кулленхи ĕçĕсемсĕр пуçне ялсенче пурăнакансен тăнăçлăхĕшĕн те тăрăшаççĕ.  «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ А.Н.Бахтеров тăрăшнипе иртнĕ çул  вĕçĕнче хуçалăхра пушар деповĕн çĕнĕ çурчĕ хута кайрĕ.    Р.Ядров, В.Акчурин, С.Анисимов, С.Михайлов (Аслă Çĕрпӳел), Н.Яковлев, В.Ефремов, В.Алексеев, В.Комаров  (Хирти Сĕнтĕр), Г.Петров, Р.Белков, В.Корнилов, А.Петров, Н.Петров («Восток» ЯХПК),  Н.Ильин, О.Чишков,  В.Яндров  («Асаново»ЯХПК), М.Х.Ялалдинов,Ф.Фахрутдинов («Труд» ЯХПК), М.Табаев («Алга» ЯХПК), А.Викторов («Рассвет» ЯХПК), П.Долгов («Дружба»ЯХПК), П.Ишуткин, А.Каторгин, И.Шакмаков («Урожай» колхоз), А.Гисматуллин, А.Ефремов (вăрман хуçалăхĕ) пушар хуралĕн ĕçченĕсем пирки те ырă сăмахсем калас килет. Вĕсем чылай çул ку службăра тăрăшса вут-çулăма хирĕç тăма çула тухнă, тухаççĕ те. 

Уяв умĕн  пушар хуралĕн пур ĕçченĕсене те саламласа  хăйсен каннăçсăр та яваплă ĕçĕнче ăнăçусем сунатăп. Сирĕн яланах сывлăх пултăр, сирте вăй-хал тапса тăтăр.

И.Ананьев,

31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *