Пир вырăнĕпе паллаштарчĕ

Пир вырăнĕпе паллаштарчĕ

Халăх йăли-йĕркине упрас, чăваш чĕлхине юратма вĕрентес тесе Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче, библиотекăра, районти искусство шкулĕн филиалĕнче ĕçлекенсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме  тăрăшаççĕ.

Чăваш чĕлхи кунĕнче ялти культура çуртĕнче «Тăван чĕлхе, мухтанатăп санпа!» литература  сехечĕ ирттертĕмĕр. Унта калаçу чăваш çыруллăхĕ, аталанăвĕ çинчен пулчĕ. Пуçтарăннисем чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе пархатарлă ĕç тунă И.Я.Яковлев çинчен тата нумай çĕннине пĕлчĕç. Унта Е.А.Еремеева, К.В.Варламова та хутшăнчĕç. 1935 çулта çуралнă Клавдия Васильевна шкул ачисене пир тĕртмелли станокпа паллаштарчĕ. Унăн хăш пайĕ мĕн тума кирлĕ пулнине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. «Халĕ пусма-тавара, тумтире лавккаран туянатпăр. Ĕлĕк ялти хĕрарăмсем килте çакăн пек пир вырăнĕсемпе тĕртнĕ. Унтан кĕпе-йĕм çĕленĕ. Сирĕн мăн асаннĕрсемпе кукамăрсем те ку ĕçе лайăх пĕлнĕ», — терĕ ветеран ачасем çине пăхса. Вĕренекенсемшĕн вăл каласа пани питĕ интереслĕ пулчĕ, ăна чылай ыйту пачĕç.

Çакăн пек мероприятисем ирттерни çитĕнекен ăрăва тăван халăха, унăн историне, йăли-йĕркине юратма вĕрентмелле.

Е.Шуряшкина,

Т.Макарова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *